Перейти к содержимому
РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

Основное меню
  • Портал
  • Главная
  • Об организации
    • Руководство
    • Структура
    • Документы
    • Контакты
  • Новости
  • Медиа
    • Видео
    • Фото
  • Гостевая
  • Главная
  • Новости
  • Шуршăлта Андриян Николаев çуралнăранпа 88 çул çитнине уявларĕç

Шуршăлта Андриян Николаев çуралнăранпа 88 çул çитнине уявларĕç

admin 06.09.2017

(6 сентября 2017) ЧР Шуршăлти А.Г.Николаев космонавт летчикăн Мемориал комплексĕнче ĕнер халăх нихçанхинчен те ытларах пулчĕ. Çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнче Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, СССР космонавт летчикĕ, Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕ Андриян Григорьевич Николаев çуралнăранпа 88 çул çитрĕ. Паллă кун ячĕпе Мемориал комплексĕнче савăнăçлă митинг иртĕ, унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ.

 

Совет Союзĕнчи виççĕмĕш космонавтăн черетлĕ çуралнă кунне сумлă паллă тума хăнасем таçтан та пулчĕç: районсенчен, Шупашкартан… Паттăр çыннăмăр тăван çĕрĕнчех юлни кашни чăваша вăй парса тăрать, малашне те çаплах пулĕ. Çак шăхăша республика ертÿçи Михаил Игнатьев та палăртрĕ. Вăл пурне те мухтавлă ентешĕмĕр пек пулма, унран тĕслĕх илме, тăван республикăшăн тăрăшса ĕçлеме ырă сунчĕ. Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕ Анатолий Мясников та ентешĕ ячĕпе ырă сăмахсем каларĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсен ячĕпе космонавтăн ентешĕ, Олимп чемпионки Елена Николаева сăмах илчĕ.

 

Хусанти А.Н.Туполев ячĕллĕ авиаци институтĕнчен вĕренсе тухнисен ассоциацийĕн ертÿçи Николай Горбунчиков, Байконур космодромĕн ветеранĕсен комитечĕн председателĕ, «Раççей хĕç-пăшаллă вăйсен ветеранĕсен союзĕн» Чăваш Енри организацийĕн председателĕн заместителĕ, отставкăри полковник Евгений Южанин Николаев феноменĕ пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕç. Унтан çамрăк космонавтсем сăмах илчĕç: ун пархатарлă ĕçне малалла тăсма сăмах пачĕç.

 

Надежда СМИРНОВА.

Продолжить чтение

Назад: Правительство выделит субсидии регионам на укрепление единства нации
Далее: Многонациональная воскресная школа Казани набирает учеников на чувашское отделение

Республиканская газета на чувашском языке «Сувар»

 

Гостиница «Акспай»

 

 

 


bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch
 ДЛЯ СЛАБОВИДЯЩИХ
© РОО «Ассамблея народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-99 E-mail: an-tatarstan@yandex.ru
ГБУ «Дом Дружбы народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-90 E-mail: mk.ddn@tatar.ru
420107, г. Казань, ул. Павлюхина, д. 57