(12 декабря 2018) Республика, Раççей шайӗнчи конкурс-фестивальсен лауреачӗ, 7-ри София Чаркина «Нумай нациллӗ Хусан – Ачасем!» фестивальте «Асамат кӗперӗ» юрăпа тухрӗ .
Ӗнер, декабрӗн 12-мӗшӗнче, Хусанти Ленин ячӗллӗ Культура çуртӗнче «Нумай нациллӗ Хусан – Ачасем!» фестивалӗн финалӗ пулчӗ. Республикăн тӗп хулинче пурăнакан тӗрлӗ нацин 6-16 çулсенчи ачисем (пӗрремӗш тапхăрта çӗнтернисем) хăйсен пултарулăхне кăтартрӗç. Чăвашсемсӗр те иртмерӗ вăл. Республика, Раççей шайӗнчи конкурс-фестивльсен лауреачӗ, 7-ри София Чаркина куракансене «Асамат кӗперӗ» юрăпа савăнтарчӗ.
Конкурсантсене жюри хальхинче тăватă номинаципе хакларӗ. Савăнса пӗлтеретпӗр – пирӗн пӗчӗк çăлтăр София Чаркина «Вокал тата ташă» номинацире çӗнтерсе çӗнтерӳçӗн пы-ы-ы-сăк Дипломне тивӗçрӗ. Саламлатпăр! Маттур!
Аса илтеретпӗр, мероприятие Хусан Ӗçтăвкомӗ Тутарстан Халăхсен ассамблейипе пӗрле «Культурăсен пинçуллăхӗ» наци йăли-йӗркисен халăхсем хушшинчи фестивалӗпе килӗшӳллӗн ирттерчӗ. (С.Чаркина сăнӳкерчӗкӗ).
Ирина Кузьмина.