Союз чувашских писателей при региональной чувашской национально-культурной автономии в Республике Татарстан совместно с республиканской газетой «Сувар» проводит литературный конкурс среди школьников и студентов.
Цель конкурса — заинтересовать детей и молодежь чувашской литературой, стимулировать к написанию творческих произведений на чувашском языке и по результатам конкурса организовать секцию молодых писателей при Союзе чувашских писателей РТ.
Принять участие в конкурсе могут учащиеся общеобразовательных школ и средних профессиональных и высших учебных заведений Татарстана. Возраст от 7 до 25 лет.
Материалы конкурса могут быть представлены в любом литературном жанре – поэзия, проза, драматургия. Работы принимаются на электронную почту suvar@mail.ru либо в редакцию газеты «Сувар». Конкурс продлится до 25 ноября 2022 г.
Присланные на конкурс произведения публикуются в газете» Сувар», в декабре работы будут оцениваться членами жюри и определятся победители.
_________________________________________________________________________________________________
Хаклă ачасемпе çамрăксем, сире пурсăра та конкурса хастар хутшăнма чӗнетпӗр!
Тутарстан Республикинчи ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗ «Сувар» республика хаçачӗпе пӗрле шкул ачисемпе студентсен хушшинче «Çамрăк çыравçă» литература конкурсне ирттерни пирки аса илтеретпӗр. Унăн тӗллевӗ – ачасемпе çамрăксене чăваш литературипе интереслентересси, çырма хавхалантарасси тата ун кăтартăвӗсем тăрăх ЧНКА çумӗнчи ТР Чăваш çыравçисен союзӗнче çамрăк писательсен секцине йӗркелесси.
Унта Тутарстанри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан чăваш шкулӗсенче тата вăтам профессилле, аслă пӗлӳ паракан вӗренӳ заведенийӗсенче вӗренекенсем пурте хутшăнма пултараççӗ. Çул ӳсӗмӗ – 7-рен пуçласа 25 çула çитиччен.
Конкурс 2022 çулхи майăн 27-мӗшӗнче пуçланнă, ноябрӗн 25-мӗшӗччен тăсăлать. Çак хушăра редакцие 420066, Хусан хули, а/я 64 адреспа çыру вӗççӗн е suvar@mail.ru электронлă адреспа хăвăрăн хайлавăрсене ярса парăр. Конкурс материалӗсене литературăн хуть те мӗнле жанрӗпе те – поэзи, проза, драматурги, урăхла каласан сăвă, калав, эссе, очерк, пьеса… – çырма пултаратăр. Конкурса ярса панă хайлавсене «Сувар» хаçатра пичетлетпӗр, декабрь уйăхӗнче вӗсене жюри пайташӗсем пăхса тухса хак параççӗ те çӗнтерӳçӗсене палăртаççӗ. Çӗнтерӳçӗсене пурне те ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗнчи çамрăк писательсен секцине йышăнма палăртнă.
Çавăн пекех Петӗр Хусанкай çуралнăранпа 115 çул çитнине халалланă конкурссене те – «Эпир Хусанкай ентешӗсем», «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» тата «Петӗр Хусанкай пултарулăхӗпе ирттернӗ чи лайăх урок» – хайлавсем, видеороликсем тата уроксем кӗтетпӗр.
Любовь Тукаева, по материалам «Сувар»,
Информационный центр ДДнТ