(22 октября 2019) «Салам» фольклор ансамбльне 2007 çулта йӗркелесе янă чух унăн ертӳçи Светлана Садыкова çак ăнсăртран çуралнă пуçару мӗн патне илсе çитерессе шутламан та пулӗ.
«Сувар» хаçатра корреспондент пулса ӗçлекенскере Тутарстан районӗсенчи кашни чăваш ялӗнчех тенӗ пек юрăпа ташă ансамблӗсем пурри тӗлӗнтернӗ. Çав вăхăтрах миллион ытла çын пурăнакан Хусанта пӗр ушкăн та пулман. Кун пирки хăй шухăшӗсене «Сувар» хаçатăн ун чухнехи редакторне Константин Малышева та пӗлтернӗ. «Ху тыт та йӗркелесе яр», – сӗннӗ редактор кӗскен. Репетицисене редакцийӗн пӗр пӳлӗмӗнче ирттерме ирӗк панă. Çапла пуçланса каять «Салам» ансамбль историйӗ. Унтанпа 12 çул иртсе кайрӗ ӗнтӗ. Çак хушăра Хусанти фольклор ушкăнӗ темиçе теçеткене яхăн мероприятипе конкурссене хутшăнса пӗрре мар призер тата лауреат ятне илме тивӗçрӗ. Ансамбль ертӳçи Светлана Садыкова хăй те Шупашкарта Ираида Вдовина ячӗллӗ халăх юррисене юрлакансен V регионсен хушшинчи конкурс лауреачӗ ятне тивӗçнӗ. 2017 çулта Чăваш халăх наукăпа искусствăсен академийӗн президиумӗн постановленийӗпе «Музыка искусствипе театр аталанăвне пысăк тӳпе хывнăшăн» медальпе наградăланнă. Нумай пулмасть вӗсем IV «Казан сэлгэсе» –«Хусан алшăллийӗ» халăх юрăпа ташă искусствин фестиваль-конкурсӗнче «Халăх юрри» номинацире 3-мӗш степеньлӗ диплом лауреачӗсем пулса тăчӗç.
Ансамбль пӗр вырăнта тăмасть, малашнехи плансем те унăн пысăк. Кун пирки Светлана Садыкова хăй пирӗнпе тӗл пулсан каласа пачӗ.
– Светлана Вениаминовна, миçен эсир халь ансамбльте?
– Капла ялан ӗçлекен ушкăнра вăтамран 8 çын. Хăш-пӗр мероприятие пӗтӗм йышпа хутшăнма май пулмасть. Пурнăçра тӗрли пулать. Пенсие тухнă пулин те нумайăшӗ ӗçлеççӗ-ха. Ансамбле çӗнӗ çынсем хутшăнсах тăраççӗ. Пурте хамăр пек, пирӗн патра урăхлараххисем тытăнса тăраймаççӗ пулӗ (кулать). Ансамбле хутшăнас текенсем тăтăш килсе каяççӗ. Пăхса лараççӗ те – пирӗн çын мар. Хăйех каять. Капла эпир пурне те хавас.
– Паллах, юрлама пӗлни те кирлӗ пулӗ-ха?
– Унсăр мар ӗнтӗ. Хăш-пӗри пӗччен юрлаймасть, çынпа пӗрле вара пит лайăх килӗштерет. Ансамблӗн хăйне евӗрлӗхӗ ку. – 10 çулхи юбилее палăртас умӗн сирӗн ушкăна икӗ купăсçă хутшăнчӗ. Юлашки вăхăтра вӗсене курмастпăр. Ăçта кайса кӗчӗç çак каччăсем?
– Вăхăчӗ пулсан килмесӗр тăмаççӗ. Ӗçлеççӗ вӗт, ялан репетицисене çӳреме майлă мар. Халӗ кашни ытларикун пуçтарăнатпăр, Туслăх Çуртӗнче пире хатӗрленме пӗр сехете зал параççӗ.
– Сирӗн репертуарта миçе юрă?
– Пӗр 20 юрă ытла. Халӗ çӗннине вӗренетпӗр.
– Вӗсене çыртарса альбом кăларас шухăш çук-и?
– Аван пулӗччӗ, укçа кирлӗ. Çулла Шупашкарта иртекен «Акатуя» кайма икӗ юррăн фонограммине çыртартăмăр. Уçă площадкăра иртекен мероприятисенче фонограммăсăр май çук. Ку пире 7 пин тенке ларчӗ. Ăна ТР Культура министерстви урлă туман пулсан хаклăрах та пулатчӗ-тӗр. Кашни пуçтарса патăмăр. ЧНКА ертӳçисем тăкака саплаштарма шантарчӗç. Вӗсене тав тăвас килет. Кăçал грант укçипе ансамбль валли çӗнӗ атăсем çӗлеттертӗмӗр. Арçынсем валли икӗ мăшăр, хӗрарăмсем валли –саккăр.
– «Хусан алшăллийӗ» регионсен хушшинчи конкурсра эсир виççӗмӗш вырăна тивӗçнӗ. Конкурсантсен шучӗ пысăк пулнине шута илсен, ку çăмăлах пулмарӗ-тӗр?
– Ансамбльсемпе уйрăм вокалистсем темиçе регионтан пуçтарăнчӗç. Патшалăх юрăпа ташă ансамблӗсенчен пуçласа илемлӗ пултарулăх ушкăнӗсем таран. Паллах, профессилле артистсемпе тупăшма çăмăл мар. Шупашкартан та патшалăх ансамблӗ килнӗччӗ. Вӗсем гран-при çӗнсе илчӗç. Номинацисем йышлăччӗ. Эпир «Халăх юрри» конкурсра 3-мӗш степеньлӗ диплома тивӗçрӗмӗр. Капла лауреат ятне нумай конкурсра илме пултартăмăр. «Наш дом – Татарстан» республика этнокультура фестивалӗн икӗ хутчен лауреачӗ. 2013 çулта Я.Задоров ячӗллӗ республикăри I чăваш фольклор фестивалӗнче «Хӗрарăмсен хушшинчи чи лайăх акапеллăшăн» номинацире çӗнтернӗччӗ. «Выля, хут купăс» чăваш халăх творчествин VII фестиваль-конкурсӗнче лауреат пултăмăр. Пӗлтӗр «Народные истоки» наци культурипе фольклорӗн фестиваль-конкурсӗнче I тата II степеньлӗ лауреат пултăмăр.
– Сирӗнсӗр наци культурипе çыхăннă Хусанти пӗр мероприяти те иртмест пулӗ?
– Пурне те хутшăнаймасан та май килнӗ таран тăрăшатпăр ӗнтӗ, уйрăмах хамăр халăх культурипе çыхăннисене сиктерес килмест. Аксу районӗнчи «Чăваш шăпчăкне», Нурлатри «Уява» (кăçалтан вăл та Аксу районне куçрӗ), Элметри «Учӳка», Лайăшри «Каравона» каймасăр юлман темелле. Шупашкарти наци телекуравӗнчи «Телеюрă» кăларăма темиçе хутчен хутшăннă. ЧР Халăх артисткин Августа Уляндинăн юбилейлă концертне, «Играй, гармонь» телекăларăма хутшăнни уйрăмах асра юлчӗ. Туслăх Çурчӗ йӗркелекен мероприятисенчен те юлмастпăр. Республика кунне палăртнă çӗре, «Мозаика культур» мероприятие тата ытти çӗре хутшăнатпăр, «Каравонра» «Бурановские бабушки» ансамбльпе те юрланăччӗ эпир. Туслăх Çуртӗнче РФ Федераци Канашӗн председательне Валентина Матвиенкăна, Германи делегацине кӗтсе илес çӗре те пире хутшăнтарнăччӗ. Паллах, ку пирӗншӗн питӗ пысăк яваплăх.
– Юлашки вăхăтра мӗн çӗнни пулса иртрӗ?
– Халӗ эпир час-часах «Мирас» фольклор юрăпа ташă ансамблӗпе пӗрле сцена çине тухатпăр. «Хусан алшăллийӗ» фестивальте те эпир вӗсемпе пӗрле юрларăмăр. Нумай пулмасть Нальчикре иртекен халăхсен хушшинчи фольклор мероприятине хутшăнма йыхрав çитрӗ. Инçе питӗ, укçа-тенкӗ енчен те çăмăл мар ансамбле унта çити кайса килме. Пӗр çын пуçне хутшăннăшăн 6,5 пин çурă тӳлемелле, ку çул укçине шута илмесӗр. Июль уйăхӗнче Сочие каймаллаччӗ. Анчах сывлăхпа йывăрлăхсем пулнине кура каяймарăмăр. Турă пулăшсан, тепӗр çул унта çитме тăрăшатпăр. Тата эпир «Салама» малашне халăх юррисен ансамблӗ тесе палăртасшăн. Мӗншӗн тесен фольклор кăна юрламастпăр.
– Теме пула эсӗ ансамбльтен каяс шухăш çурални çинчен те каланăччӗ пӗрре?
– Пулнă кун пек шухăшсем. Анчах мана тантăшсем ямаççӗ (кулать). «Çук, сансăрăн кунта ним те пулмасть», – теççӗ. Çӳреме пăрахассипе хăратаççӗ.
– Паллă ӗнтӗ, эсир укçашăн ӗçлеместӗр. Çапах та кăштах та пулин пулăшу пур-и?
– Телей укçара кăна мар, кăна питӗ лайăх пӗлетӗп. Сывлăх пултăр малашне те ӗçлеме. Турăран çавна çеç ыйтатпăр. Мӗншӗн тесен ансамбльти артистсем çамрăк мар. Çапах тӗрӗслӗхшӗн каласа хăвармалла. ТР Культура министерстви урлă йӗркелекен мероприятисенче кăштах гонорар тӳлеççӗ. Унпа эпир музыка инструменчӗсем туянатпăр. Фонограмма çыртаратпăр.
– Малашнехи плансем мӗнле?
– Плансем «мăйракаллă»! Кăçал халăх ансамблӗ ята илме ӗçе тытăнас шухăш пурччӗ. Йăлт хатӗрччӗ. Анчах ят илнин усси пач та çуккине кура лăплантăмăр. Ӗлӗк ансамбль ертӳçине, аккомпаниатора штата илсе укçа кăштах тӳленӗ, халӗ – çук. Отчечӗсене вара тумалла. Концертсемпе вара çӳреме плансем пур. Çитес çул Сочие, Крыма çитсе килесшӗн.
Ирина ТРИФОНОВА калаçнă.
Сăнӳкерчӗксем Светлана Садыкован.