(27 июня 2017) Пӳркелӗнчи чăвашсем хăйсен йăлисене пăрахмаççӗ. Яланхи пекех «Хăят» уявлас текенсем июнӗн 29-мӗшӗнче Иван Юркин музейӗн картишӗнче пухăнӗç. Унти Куйкăрăш -телей кайăкӗн палăкӗ умӗнче йăласене туса ирттернӗ хыççăн пухăннисем юрă юрласа кассем тăрăх «юхса» çаврăнӗç. Уяв концерчӗпе «Хăят» пăтти мӗн пур куракан валли пулать, тесе пӗлтерет «Хăятăн» йӗркелӳ комитечӗ.
Сувар