Перейти к содержимому
РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

Основное меню
  • Портал
  • Главная
  • Об организации
    • Руководство
    • Структура
    • Документы
    • Контакты
  • Новости
  • Медиа
    • Видео
    • Фото
  • Гостевая
  • Главная
  • Новости
  • Ташлаттарать вăл «Ăраскал»

Ташлаттарать вăл «Ăраскал»

admin 06.09.2018

(6 сентября 2018) Республика кунне Тутарстан çуллен анлăн паллă тăвать. Çак кун кашни район-хулара вун-вун мероприяти иртет. Паллах,тӗп уяв Хусанта пулать.  Республика кунӗ вăл район-хуласенчи купăсçăсен пӗрле пуçтарăнмалли сăлтав та.

Г.Камал ячӗллӗ театр умӗнче çуллен «Выля, хуткупăс!» республика фестивалӗ иртесси йăлара. Кăçал унта пурӗ 100 ытла купăсçă хутшăнса хăй пултарулăхне кăтартрӗ.

Кунта мӗнле халăх кӗвви кăна янăрамасть пулӗ, анчах та Çӗпрел районӗнчи «Ăраскал» кӗвӗ инструменчӗн ансамблӗ (ертӳçи Александр Беззубов) тухсан халăх çăвар карсах итлет. Ну параççӗ вара çӗпрелсем чăваш кӗввине. Пӗр тӗрлине кăна та мар тата – попурри. Куракансем те ташламасăр чăтаймаççӗ. Купăсӗ, балалайки, параппанӗ, кашăкӗ… пӗрле хитре кӗвӗ каласа таврана янратаççӗ. Çапла çулран çул. «Ăраскалсăр» «Выля, хуткупăс!» иртни пулман-ха хальччен. Палăртса хăварар, чăвашсен арçынсенчен кăна тăракан «Ăраскалӗ» пек ансамбль республикăра урăх çук.

Ансамбль районти чăваш ялӗсенчи чи пултаруллă кӗвӗçӗсенчен тăрать. Республика кунне те акă пӗрле пуçтарăннă вӗсем. Сцена çине хальхинче районти культура уйрăмӗн ӗçченӗ Валерий Самойлов, Хурăнвар Шăхалӗнчи Александр Беззубов, Алексей Степанов, Аркадий Еремеев, Александр Никифоров, Владимир Захаров, Владимир Петров, Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи Геннадий Карсаков, Николай Мулеев тата Кӗçӗн Аксури Василий Кадушкин тухса тӗрлӗ кӗвӗ каларӗç. Чăваш ансамбльне хусансемпе хăнасем хыттăн алă çупса тав турӗç. Мероприяти йӗркелӳçисем вара Дипломпа чысларӗç. (Г. КАРСАКОВ сăнӳкерчӗкӗ).

Ирина Кузьмина

Продолжить чтение

Назад: В Татарстане начался конкурсный отбор заявок НКО на получение грантов
Далее: Хусан хӗрӗсем масмак тума вӗрентрӗç

Республиканская газета на чувашском языке «Сувар»

 

Гостиница «Акспай»

 

 

 


bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch
 ДЛЯ СЛАБОВИДЯЩИХ
© РОО «Ассамблея народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-99 E-mail: an-tatarstan@yandex.ru
ГБУ «Дом Дружбы народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-90 E-mail: mk.ddn@tatar.ru
420107, г. Казань, ул. Павлюхина, д. 57