(9 апреля 2018) Апрелӗн 5-мӗшӗнче Тутарстанри Патшалăх Канашӗн çуртӗнче ЧР тава тивӗçлӗ художникӗн Викентий Лукьяновăн куравӗ уçăлчӗ. «Атăл пейзажӗсем» ят панă ăна автор. Ӳкерчӗкӗсенче, тӗпрен илсен, Атăл пейсажӗ сăнланнă, çав шутра Свияжск утрав-хула таврашӗ те. Викентий Анатольевичăн творчествипе Хусан тахçанах паллашнă, лайăх пӗлет. Мӗншӗн тесен ӳнерçӗ кунти картинăсен галерейипе 1995 çултанпах çыхăну тытать. Хальхи куравӗ те кунта пӗрремӗш мар, маларах Художниксен союзӗнче, каярах «Хусан» Наципе культура центрӗнче йӗркеленӗ пулнă, халӗ акă Патшалăх Канашӗн çуртӗнче. Сăмах май, хальхине йӗркелеме ентешӗ Татьяна Михайловна Бердникова ӳнерçӗ сӗннӗ-мӗн.
Чăваш Енри Комсомольски тăрăхӗнче çуралнă çак пултаруллă ӳнерçӗ ытларах Атăл, Чăваш Енри районсен пейзажне, натюрмортсем тата хӗвел мӗнле çутатине ӳкереме кăмăллать. Хăйӗн ӗçӗсене вăл Черногорири, Чечняри пленэрсенче кăтартнă.
Çак пултаруллă чăваш ӳнерçин куравӗпе (пӗтӗмпе 22 картина) Хусанта кашни паллашма пултарать, курав апрелӗн 18-мӗшӗчченех ӗçлет. Паллах, тӳлевсӗр. Хăйсемпе пӗрле паспорт илме кăна манмалла мар, мӗншӗн тесен документсăр ТР Патшалăх Канашӗн çуртне кӗртмеççӗ.
Сувар.