(1 декабря 2017) Ноябрӗн 27-мӗшӗнче Анат Камăри 34-мӗш номерлӗ гимназире 8-мӗш класра вӗренекенсем çамрăк армеецсен тупине туса присяга йышăнчӗç. Çак проектăн тӗллевӗ – вӗренекенсенче патриотла пахалăхсене аталантарма условисем туса парасси, çар хатӗрленӗвӗн пуçламăш хăнăхăвӗсене алла илесси, патриотизм, юлташлăх, яваплăх туйăмӗсене аталантарасси.
«Юнармия» вăл – пӗтӗм Раççейри çарпа патриотла обществăлла юхăм. Çак çамрăксен организацине çӗнӗрен чӗртсе яраканӗ РФ оборона министрӗ Сергей Шойгу. «Юнармия» 5 пин ытла çамрăксен тата çарпа патриотла организацие пӗрлештерсе тăрать. Сăмах май, асăннă юхăма çӳрекенсем пӗр тӗрлӗ форма тăхăнса çӳреççӗ.
Сувар.
Людмила Ильгузина