Перейти к содержимому
РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

Основное меню
  • Портал
  • Главная
  • Об организации
    • Руководство
    • Структура
    • Документы
    • Контакты
  • Новости
  • Медиа
    • Видео
    • Фото
  • Гостевая
  • Главная
  • Новости
  • Тутарстан пики Валерия Юманова — виҫҫӗмӗш вырӑн!

Тутарстан пики Валерия Юманова — виҫҫӗмӗш вырӑн!

admin 16.11.2020

(16 ноября 2020) Чӑваш наци конгресӗ йӗркеленипе, Чӑваш Республикин культура министерстви пулӑшнипе чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗнче Раҫҫей шайӗнчи чӑваш юррин «Кӗмӗл сасӑ-2020» фестиваль-конкурсӗ иртрӗ.


Ӑна хальхинче коронавирус чирӗнчен сыхланмалли мелсене усӑ курса йӗркелерӗҫ.
Йыхрава йышӑнса Пушкӑрт Тутарстан, Чӗмпӗр, Питӗр хулипе Ленинград облаҫӗ, Тюмень тӑрӑхӗнчи тата Чӑваш Енри юрӑ ӑстисем килчӗҫ.
Жюри пайташӗсем хальхинче чӑннипех те юрлама ӑста, илемлӗ те уҫӑ саслӑ чӑваш яш-кӗрӗмӗ пуҫтарӑннине палӑртрӗҫ.
Чи маттур юрӑҫа суйлама ҫӑмӑлах пулмарӗ вӗсене.

Гран-прие Пушкӑртран килнӗ чӑваш пики Анастасия Иванова тивӗҫрӗ. Ӑна ЧНК президенчӗ Николай Угаслов тухья парнелерӗ тата конгресӑн ыркӑмӑллӑх фончӗн ертӳҫи Павел Вязов 15 пин укҫа парса хавхалантарчӗ.
Пӗрремӗш вырӑна- Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчен килнӗ Кристина Никитина ҫӗнсе илчӗ, ЧНК Президиумӗн пайташӗнчен, Юрий Зорин депутатран хаклӑ парне илчӗ.
Иккӗмӗш сумлӑ вырӑна- Ленинград тӑрӑхӗнчи чӑвашсен представительне Роман Арсентьева пачӗҫ. Вӑл та хаклӑ парнене тата иккӗмӗш степеньлӗ диплома тивӗҫрӗ.
Виҫҫӗмӗш вырӑна вара иккӗн пайларӗҫ. Вӗсем Элӗк каччи Сергей Иванов тата Тутарстан пики Валерия Юманова.

 

Информационный центр ЧНКА в РТ.

Продолжить чтение

Назад: Хусанти Чӑваш наципе культура центрӗн ҫӗнӗ ертӳҫӗ
Далее: В Аксубаевском районе установили этнографический столб

Республиканская газета на чувашском языке «Сувар»

 

Гостиница «Акспай»

 

 

 


bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch
 ДЛЯ СЛАБОВИДЯЩИХ
© РОО «Ассамблея народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-99 E-mail: an-tatarstan@yandex.ru
ГБУ «Дом Дружбы народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-90 E-mail: mk.ddn@tatar.ru
420107, г. Казань, ул. Павлюхина, д. 57