Перейти к содержимому
РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

Основное меню
  • Портал
  • Главная
  • Об организации
    • Руководство
    • Структура
    • Документы
    • Контакты
  • Новости
  • Медиа
    • Видео
    • Фото
  • Гостевая
  • Главная
  • Новости
  • Уписем хӗлле те утă çулаççӗ

Уписем хӗлле те утă çулаççӗ

admin 27.02.2018

(27 февраля 2018) Çӗпрел районӗнчи уписем иртнӗ канмалли кунсенче кăна-ха утă çулма тухнă. Паллах, кунта Маршак халапӗнчи пек çулталăк вăхăчӗсем тӗлӗнмелле майпа улшăнса ларман – уписем пултарулăх отчетне ирттернӗ. Концерта «Илем» ансамбль шăпах «Утă çулни» театрализациленӗ постановкăпа уçнă та. Кӗрепле-сенӗк, çава йăтнă ял артисчӗсем юрласа зала кӗрсен, куракансем чăнах та утă вăхăтне таврăнчӗç тейӗн. Ытла та ӗненмелле хитре пулчӗ ку номер. Уписем тенӗрен, кунта кичем çын çук та пуль, мӗншӗн тесен çакăн чухлӗ ансамбль урăх нихăш ялта та тупаймăн. ТР культура тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Людмила Сердцева ертсе пыракан «Çăлкуç» ача-пăча ансамблӗ кăна мӗне тăрать. Хальхинче те çăлкуçсем балалайкăпа тата кашăкпа кӗвӗ каланă самантсенче куракансен урисем кӗвӗ çеммипе хăйсемпе хăйсемех куçкаламасăр ниепле те пултараймарӗç-тӗр. Çак ачасен кашни номерӗпе хавхаланнă халăх пӗчӗк артистсене тăвăллăн алă çупса тав турӗ.

faba6fc5efe9244f4a05a5c20b3c1d64_L

Ачасен «Çунатсем çинчен баллада» театрализациленӗ постановки те, «Çамрăк талансем», «Савăнăç» ташă ушкăнӗсен ташшисем те тыткăнларӗç куракансене. Юрăсем пирки каламалли те çук, вӗсем çурхи шыв пек юхрӗç те юхрӗç.

 

«Нечкебиль» республика конкурсӗн çӗнтерӳçи Наталия Куракина халăха каллех тӗлӗнтерчӗ. Вăл сцена çине тухса хăйӗн сăввисене вуласа пачӗ. Çакăн пек интереслӗ канусем йӗркелесе уписем хӗллехи вăрăм каçсене ирттереççӗ.

Сувар.

 

Продолжить чтение

Назад: Поздравляем!
Далее: Председателем Молодежной Ассамблеи народов Татарстана в Нурлатском районе избрали Джулию Максюткину

Республиканская газета на чувашском языке «Сувар»

 

Гостиница «Акспай»

 

 

 


bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch
 ДЛЯ СЛАБОВИДЯЩИХ
© РОО «Ассамблея народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-99 E-mail: an-tatarstan@yandex.ru
ГБУ «Дом Дружбы народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-90 E-mail: mk.ddn@tatar.ru
420107, г. Казань, ул. Павлюхина, д. 57