(4 марта 2015) Тăван çĕршывăмăрăн тĕнче историйĕнче манăçми йĕркесемпе çырăнса юлнă Аслă Çĕнтерĕвĕ пулнăранпа 70 çул çитнине паллă тăвиччен шутлă эрнесем юлчĕç.
Пысăк çухатупа килнĕ çак кун. Республика ăна чыслăн та мăнаçлăн уявлама хатĕрленет. Пирĕн республикăра сумлă юбилее тĕнчен иккĕмĕш хăрушă вăрçинче тăшмана хăйĕн йăвинче тĕп тунă 1550 паттăрпа инвалид, 22 пин ытла тыл ветеранĕ, тĕрлĕ фронтра пуç хунă çар çыннисен 3 пин ытла тăлăх мăшăрĕ, «Ленинград блокадинче пурăнакана» паллăна илнĕ 51 тата фашистсен концлагерĕсенче асапланнă 82 çын кĕтсе илĕ. Çав йышпах кĕтсе илме Турă хăват патăрччĕ вĕсене! Шел, вăхăт шелсĕр: паттăрсен речĕ уйăхсерен мар, кунсерен чакса пырать.
Чăваш Ен нимĕç фашисчĕсене çапса аркатма хăйĕн 208 пин ытла мухтавлă ывăлĕпе хĕрне ăсатнă, çуррине ытла каялла чĕррĕн-сыввăн кĕтсе илеймен. Вăрçă çулĕсенче республика территорийĕнче 17 эвакогоспиталь, вĕсенчен 10-шĕ 1941 çулхи июль уйăхĕнчен пуçласа ĕçленĕ, фронтра аманнисене йышăннă, сиплесе каллех вăрçа ăсатнă. Çĕршер те çĕршер салтакпа офицер тепĕр хут алла хĕçпăшал тытса çапăçу хирне ăсаннă. Тыл паттăрлăхĕ çинчен çырса кăтартма сăмах çитмест: ирĕн-каçăн, лăш курмасăр уй-хирте, фермăра, çар завочĕсенче тăрăшнă, мĕн туса илнине пĕтĕмпех фронта ăсатнă. Халăх ĕненнĕ-шаннă: эпир çĕнтеретпĕрех, тăшман чури пулмастпăрах.
Çав ПАТТĂРсене республика паян сума сăвать. Пирĕн тивĕç: çак паттăрлăха асра тытасси, ăна вилĕмсĕр тăвасси, çитĕнекен ăрăва аслисен паттăрлăхĕпе, харсăрлăхĕпе мăнаçланма вĕрентесси. Çавăн пек чыслă мероприятисенче пĕри вăл — Аслă Çĕнтерÿшĕн хăйсен пурнăçне шеллемен ентешсене «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе — 70 çул» юбилей медалĕпе чысласси. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер шăпах вĕсен пĕр ушкăнне асăннă медале пачĕ. Правительство çурчĕн 17-мĕш хутĕнче вĕсем республикăра чи малтан ăна кăкăр çине çакрĕç. Вĕсем — Павел Агилов /Вăрнар районĕ/, Кузьма Аргандейкин /Хĕрлĕ Чутай районĕ/, Алексей Белов /Сĕнтĕрвăрри районĕ/, Анна Воронцова /Куславкка районĕ/, Васса Иванова /Элĕк районĕ/, Анатолий Львов /Красноармейски/, Надежда Смирнова /Шăмăршă районĕ/… Пĕтĕмпе — 36 çын.
Михаил Васильевич чыслав церемонийĕ пуçланиччен тăван республикăмăрăн вăрçă çулĕсенчи историйĕпе тĕплĕ паллаштарнипе пĕрлех фронтра çапăçнă çар çыннисем тата тыл ĕçченĕсем паттăр та тăрăшуллă пулнăран сĕмсĕр тăшмана тĕп тума, çĕршывăмăрăн никама пăхăнманлăхне упраса хăварма май килнине пайăррăн палăртрĕ.
«Сирĕн умăрта пуç таятăп, — терĕ Михаил Игнатьев. — Эсир кашни хăвăр ятăра историре ылтăн саспаллипе çырса хăвартăр. Вăрçă хыççăнхи ăрусен ячĕпе чĕререн тав тăватăп. Малашне те пирĕншĕн ырă тĕслĕх пулăр, хăвăр çĕнсе илнĕ тăнăç пурнăçпа киленсе пурăнма çирĕп сывлăх сунатăп…»
Вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсене юбилей медалĕпе чысласси çакăнтан пуçланчĕ. Кĕçех ăна ыттисем те илĕç. Пĕлтĕрхи декабрь уйăхĕнче пирĕн республикăна 25,5 пин медальпе унăн удостоверенине илсе килнĕ. Наградăна тивĕçлисен списокне 24520 çынна кĕртнĕ.
Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕ тата социаллă аталану министрĕ — вице-премьер Алла Самойлова юбилей медальне тивĕçнисене пысăк наградăпа саламланă май республика Пуçлăхĕпе Правительство вăрçă ветеранĕсен кунçулĕпе, пурнăç условийĕсемпе кăсăклансах тăни, пулăшу кÿни çинчен каласа кăтартрĕ. Сывлăхпа сиплев учрежденийĕсем ветерансен сывлăхне тĕрĕслесех тăрассине кун йĕркинчен кăлармаççĕ.
Вăрçă хыççăн хăйĕн пурнăçне çамрăк ăрăва воспитани парассине халалланă, педагогика университетĕнче Амăшĕн музейне йĕркеленĕ Дмитрий Егоров ветеран наградăланисен ячĕпе Михаил Васильевич Игнатьева, правительствăна пысăк чыс-сумшăн, республикăшăн тăвакан пархатарлă ĕçĕшĕн чĕререн тав турĕ.