(24 января 2017) Январĕн 22-мӗшӗнче Элкел районенче калама çук пысăк уяв иртрĕ. Сиктĕрме-Хусанкай яленче пирĕн ентешĕнЧăваш Ен поэчĕн Петĕр Хусанкайăн çуралнă кунне паллă турăмăр. Петер Петрович Хусанкайăн 110 çулхи юбилейне халалласа сиктермесем чаплă поэзи фестивалĕ йĕркелерĕç.
Чаплă уява Тутар Республикин культура министрĕн çумĕ Гузель Шарипова, Халăхсен Туслăхĕн çурчĕн директорĕ Ирек Шарипов, Тутарстанри чăваш наципе культура автономийĕн ĕçтăвком ертÿçи Владимир Иванов, «Сувар» хаçтăн тĕп редакторĕ Константин Малышев, Тутарстанри ЧНКА хастарĕсем, чăваш çыравçисен пĕрлĕхĕн ертÿçисем тата ытти хисеплĕ çынсем хутшăнчĕç. Чăваш Енрен вара культура, национальнăçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Константин Яковлев ертсе пыракан алла яхăн çынран тăракан ушкăнра паллă çыравçăсемпе сăвăçсем, артистсемпе культурăна тимлекенсем тата журналистсем пулчĕç.
Аслă поэтăмăрăн мăшăрĕ, 90 çул урлă каçнă СССР халăх артистки Вера Кузьмина тата ывăлĕ Атнер Хусанкайпа унăн мăшăрĕ делегатсен йышĕнче пулнине пĕлсен вара, эпир, Тутарстан чăвашĕсем савăнсах кайрăмăр.
Петĕр Хусанкай ентешĕсем хăнасене ялти культура керменĕ умĕнче çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Фойере ялти çынсен, шкул ачисен пултарулăхне кăтартакан тĕрлĕрен куравсем йĕркеленĕ. Хăнасене малтанах Петр Хусанкай музейне йыхравларĕç. Олег Мурзин директор Чăваш Енрен килнĕ сумлă çынсене экспонатсемпе паллаштарчĕ. Петĕр Хусанкай мăшăрне Вера Кузьминана тата ывăлне Атнер Хусанкая музея килсе куракансен журналне асăнмалăх çырса хăварма ыйтрĕç. «Тавах, Олег, Хусанкая манманшăн, чыслăн упранăшăн. Чунтан хисеплесе Вера Кузьмина (Хусанкай мăшăрĕ)»,- тесе çырчĕ те алă пусрĕ СССР халăх артисчĕ.
Чаплă уяв шкул ачисен тата культура ĕçченĕсен пултарулăхĕпе уçăлчĕ . Элкел район пуçлăхĕ Александр Никошин пурне те паллă кунпа саламларĕ, кунти хуçалăхсен çитĕнĕвĕсем çинчен каласа пачĕ. Вăл хăйсен ентешне манманшăн тата ырă та пархатарлă ĕçсемшĕн Константин Яковлева, Атнер Хусанкая тата ЧНК президентне Николай Угаслова Тав çырăвĕсемпе чысларĕ. Атнер Петрович вара Александр Никошина хăйĕн ывăлĕн, Петер Хусанкай-кĕçĕннин тин тухнă кĕнекине парнелерĕ.
Тутарстанри чăваш наципе культура автономийĕ Сиктĕрме-Хусанкай ялĕн ĕçĕ-хĕлĕпе яланах интересленсе тата пулăшса тăрать, çавăнпа та Хусанкай музейĕ валли питĕ кирĕ парне хатĕрлерĕ. Тутарстанри чăваш наципе культура автономийĕн ĕçтăвком ертÿçи Владимир Иванов хусанкайсене саламласа видеопроектор парнелерĕ.
Сумлă поэтăмăра асăнма пуçтарăннă уяв хăнисене Чăваш Республикин Культура министрĕ Константин Яковлев Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн хĕрÿллĕ салам сăмахĕсене илсе çитерчĕ.
— Паян Петĕр Хусанкая хисеплесе вăл çуралнă яла питĕ пысăк ханасем килсе çитрĕç. Халăх артисчĕсем, поэтсем тата ытти паллă çынсем. Малашне те эпир килсех тăрăпăр, çавăнпа та çак Култура çуртне пĕтĕмпех Хусанкай музейĕ тума сĕнетĕп. Культура çуртне вара çĕне туса лартмалла. Малашне çак ялта Вера Кузьминан, Атнер Хусанкайăн тата вĕсен ачисемпе манукĕсен юбилейĕсене ирттермелле пултăр, — терĕ Константин Геннадиевич сиктĕрмесене саламласа та хăпарлантарса. – Тата çакăн пек шухăш пур: малашне Шупашкар – Хусангаево туристсен маршручĕ уçма. Уйăхне пĕрре Хусанкай çуралнă яла туристсене илсе килсе кăтартсан та …
ЧР Культура министрĕ Константин Яковлев самахĕсене йышăнса халах тăвăллăн алă çупрĕ.
Тата пĕр паллă самант: Элкел районĕпе Чăваш Республикин культура енĕпе пĕр-пĕрне пулăшса туслăн ĕçлемелли килĕшĕве Александр Никошинпа Константин Яковлев алă пусрĕç.
ЧНК президенчĕн пĕрремĕш çумĕ Валерий Клементьев Хусанкая чыслама килнĕ халăха пĕтĕм тĕнчери чăваш автономийĕсен ячĕпе саламларĕ. -Паянхи кун пĕтĕм чăваш чаплă поэтăмăра асăнать, çакнашкал хăватлă ывăлĕ пулнишĕн савăнать,- терĕ вăл. Чăваш наци конгресĕ те сăвăçăн «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» сăмахĕсене тĕпе хурса ĕçлесе пынине каларĕ Валерий Леонидович.
«Хаклă хăнасем, ытарайми Сиктерме халăхĕ, сирĕн умăрта пуç таятăп. Чăннипех те, Хусанкай тивĕçлĕ çавна»,- терĕ Вера Кузьминична Кузьмина. Мăшăрĕн вилĕмсĕр сăввисене пехил евĕр вуларĕ вăл.
Каласа хăвармалла, Чăваш Енрен паллă поэта чыслама килнĕ сумлă делегаци йышĕнче вунă чи паллă çыравçă — сăвăçсем пулчĕç: Раиса Сарпи, Светлана Асамат, Валери Туркай, Марина Карягина, Лидия Филиппова, Галина Кĕмĕл, Светлана Гордеева, Елена Светлая тата Юрий Артемьев тĕпчевçĕ. Вĕсенпе Профессиллĕ писательсен пĕрлешĕвĕн ертÿçи Геннадий Максимов паллаштарчĕ. Кашни калем ăсти курма килнĕ тутар чăвашĕсене хăйнеевĕрлĕ кăсăклă, туйăмлă сăвăсемпе хайлавсем парнелерĕ.
«Тумаллисем нумай паллах. Унăн ятне, унăн еткерлĕхне асра тытни Хусанкай çемйин чи сăваплă тивĕçĕ. Вăл каланă сăмахсем чылайăшĕ «çунатлă» сăмахсем пулса кайрĕç ĕнтĕ»,- терĕ паллă тĕпчевçĕ, общество деятелĕ, 1992-мĕш çулта ЧНК йĕркелекенсенчен пĕри тата пĕрремĕш президенчĕ пулнă поэт ывăлĕ Атнер Хусанкай. Элкел район пуçлăхне Александр Никошина, ашшĕн ентешĕсене çакăн пек уяв туса хисепленĕшĕн пуç тайрĕ вăл.
Чăваш Республикин Культура министерстви йĕркеленипе Элкел район центрĕн чаплă культура керменĕнче Петр Петрович Хусанкая хисеплесе паллă культура ĕçченĕсем: опера юрăçи Петр Заломнов, эстрадăра паллă ят çĕнсе илнĕ Людмила Семенова, Ольга Лукова, Светлана Яковлева, Алексей Шадриков, Андрей Кузнецов тата çамрăк, тин халăх пĕлме пуçланă юрăçсем илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç.
Информационный центр ЧНКА в РТ