Перейти к содержимому
РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

Основное меню
  • Портал
  • Главная
  • Об организации
    • Руководство
    • Структура
    • Документы
    • Контакты
  • Новости
  • Медиа
    • Видео
    • Фото
  • Гостевая
  • Главная
  • Новости
  • Виктор Белов ырă шухăшпа пурăнса ырă ӗç тăвать

Виктор Белов ырă шухăшпа пурăнса ырă ӗç тăвать

admin 24.08.2017

(24 августа 2017) Хальхи вăхăтра ырă ĕçсем тăвасси йăлана кĕрсе пырать. Ку вăл питĕ кирлĕ, лайăх пулăм. Ыркăмăллăхçăсем вара кашни ялтах тупăнаççĕ. Элкел районĕнчи Кивĕ Тахтал ялĕнче çакăн пек сумлă, ырă кăмăллă, хисеплĕрен те хисеплĕ çын вăл – Виктор Андреевич Белов.

Унăн сăваплă, ырă ĕçĕсем çулран çул нумайланса пыраççĕ. Вăл ял клубĕпе тăван шкул çуртне юсама та пулăшрӗ, вĕренÿ хатĕрĕсемпе те тивĕçтерчӗ. Ялăн 400 çулхи, шкулăн 100 çулхи юбилейӗсене паллă тума та нумай пулăшрӗ. Юлашки вăхăтра вара ялта чиркӳ хăпартас ĕçре хастар тăрăшать.

Нумай пулмасть, çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче, ял халăхĕшĕн тепӗр питĕ пысăк ĕç турĕ – яла тĕрлĕ усал-тĕселтен, инкек-синкекрен сыхлакан хĕрес лартрĕ. Çав кун Пасарлă Матак чиркĕвĕн пачăшки Андрей атте кĕлĕ вуласа, светить туса хĕрес лартнă çĕре чылай ял-йыш пуçтарăнчĕ. Ку пирĕншĕн чăн-чăн телей. Эпир питĕ савăнатпăр. Кивĕ Тахталта çуралса ӳснĕ, хальхи вăхăтра Элмет хулинче пурăнакан Виктор Белова çакăн пек парне туса панăшăн чĕререн тав тăватпăр. Унăн ырă ĕçĕ хăйне ырăпа таврăнтăр. Çӳлти Турă ăна яланах сыхлатăр, пулăштăр, ырлăх-сывлăх патăр.

Эпир, кивтахталсем, çакăн пек пултаруллă та тăрăшуллă ырă çыннăмăрпа мăнаçланатпăр. Турă пурне те курать, çавăнпа та ырă шухăшпа пурăнса ырă ĕçсем тăвасчĕ, пирĕн те хамăр ентешĕмĕртен юлас марччĕ.

Ольга Ферапонтова.

Продолжить чтение

Назад: В Доме Дружбы города Нурлат назначен новый директор
Далее: Минниханов: «Через семью передаются духовно-нравственные традиции и национально-культурное наследие народов»

Республиканская газета на чувашском языке «Сувар»

 

Гостиница «Акспай»

 

 

 


bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch
 ДЛЯ СЛАБОВИДЯЩИХ
© РОО «Ассамблея народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-99 E-mail: an-tatarstan@yandex.ru
ГБУ «Дом Дружбы народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-90 E-mail: mk.ddn@tatar.ru
420107, г. Казань, ул. Павлюхина, д. 57