(22 апреля 2015) Эпĕ Муркаш районĕнчи Шашкар ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вирьял чăвашĕ, «хура тяппа» эппин. Çакна мăнаçланса калатăп.
Мĕншĕн тетĕр-и? Мĕншĕн тесен «хура тяппасем» Атăл хĕрринче пурăннă, купсасем хăйсен суту-илĕвне шăпах çак юханшыв тăрăх йĕркеленĕ, çавна май вырăнти халăх лайăх хура тăла илме пултарнă, ăна урине сырса мăнаçлăн çÿренĕ. Анатри чăвашсем вĕсене кĕвĕçнипе çакăншăн «хура тяппа» тенĕ. Çапла каланине илтсен вирьял чăвашĕсем вăтанаççĕ, аванмарланаççĕ. Мĕн вăтанмалли пур? Ку «таса мар», «пылчăклă» тенине пĕлтермест, пачах хирĕçле. Çакна ентешĕмсене час-часах ăнлантаратăп, вĕсем «Нивушлĕ?» — теççĕ, унтан тин лăпланаççĕ.
Вирьял чĕлхи — чи авалхи чĕлхесенчен пĕри. Çакна эпĕ шухăшласа кăларман. Турцире тĕрĕк тĕнчин 4 курултайĕнче пулса куртăм. Турккă чĕлхеçисем, профессорĕсем Чăваш Ене килсен тăван ялăма илсе кайрăм. Вирьялсем калаçнине итлесе киленчĕç инçетрен çитнĕ хăнасем, хăйсен тата пирĕн чĕлхесенче япала ячĕсен вĕçлевĕ пĕрпекреххине палăртрĕç. Турккăсем те пирĕн пекех «хулана» мар, «хулая», «хăная», «çырмая» евĕрлĕ калаççĕ. Сăмах май, туркăлла калаçма хам та вĕрентĕм. Çăмăллăнах.
Манăн Валери Туркай поэта «Хыпар» хаçатăн кăçалхи апрелĕн 3-мĕшĕнчи номерĕнче пичетленнĕ «Вирьял Чĕлхи, эсĕ — Ылтăн, эсĕ — Ахах!» статйишĕн тав тăвас килет. Çак материал ăнсăртран çуралман. Ку тема тавра эпир Валерий Владимировичпа 10 çул каяллах калаçнă. Ун чухнех вăл чуна витерекен сăвă çырчĕ: «Эп — Хырай Ĕнел чăвашĕ, Эсĕ — Шашкартан…» Вирьялсене халалласа çырнă çак сăвăшăн пуçа таятăп. Халĕ тĕрлĕ сайтра çак статья пирки темтепĕр çыраççĕ, «Туркай ним çукран проблема шыраса тупса çырнă ăна, хаçат тиражне ÿстересшĕн» теççĕ. Тепĕр хут калатăп: ку темăна Валери Туркай 10-15 çул каяллах хускатнă. «Мана тахçантанпах вирьял чĕлхин шăпи питĕ хумхантарать. Куратăп — вирьял чĕлхи, вирьял диалекчĕ куç умĕнчех çухалать, куç умĕнчех пĕтет. Ку — питĕ тĕрĕс мар. Вирьял чĕлхи — пĕтĕм чăваш халăх пуянлăхĕ, пĕтĕм тĕнче пуянлăхĕ! Вирьял чĕлхи пур чухне чăваш чĕлхи икĕ хут пуянрах, вирьял чĕлхисĕр чăваш чĕлхи — икĕ хут чухăнрах», — мĕн тери тĕрĕс çырнă вăл хăйĕн статйинче. «Тимĕр, упрăр, тархасшăн упрăр хăвăрăн вирьял чĕлхине. Мĕн тери пуян-çке вăл!» — çак сăмахсене мана республикăри паллă çынсем пĕрре мар каланă. Ăнланăр-ха, ырă çыннăмăрсем, вирьял чĕлхине упрани вăл — чăваш литература чĕлхине икке пайлани мар.
Манăн хамăр енчи паллă çынсемпе — Чăваш халăх ăслăлăхĕсемпе искусствисен академийĕн ертÿçипе Евгений Ерагинпа, Николай Адăр предпринимательпе /вĕсем иккĕшĕ те — чăвашлăхшăн çунакан çынсем/ — иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчех вирьялсен ассоциацине туса хурас ĕмĕтсем пурччĕ. Шел, ун чухне май килмерĕ. Çак хушăра вирьял чĕлхи самаях хавшарĕ. Малашне те çакăн пекех пулсан тепĕр 5-15 çултан вăл пачах юлмас хăрушлăх та пур. Çавăнпа вирьялсен ассоциацине йĕркелес шухăш тепĕр хут çуралчĕ пирĕн. Вăл вирьял чĕлхин ят-сумне ÿстерес, вĕсен фольклорне, тумне, йăли-йĕркине сыхласа хăварас енĕпе ĕçлĕ. Хамăр тăрăхри ватăсене пĕр çĕре пухас, вĕсем поплянине ÿкерсе илес тĕллев пур. Кайран эпир çакна ниçта та шыраса тупаймăпăр. Акă, чăн чăваш туйĕсем куç умĕнчех пĕтрĕç: 50-шар туй арăмне пăхса ытармалла марччĕ, туй 3 куна пыратчĕ, халĕ вара… Унсăр пуçне хамăр ялта çитес вăхăтра фольклор ушкăнĕ йĕркелесшĕн. Икĕ музыка инструменчĕ туянтăм ĕнтĕ. Пĕлсех тăратăп: пирĕн хыççăн çак ĕçе никам та тумасть.
Шел, паянхи кун чăвашсем вырăслансах пыраççĕ. Хăшпĕр çăлкуçа ĕненес-тĕк кашни çулах 25 пин чăваш «вырăсланать», тĕрĕсрех каласан, вырăсла калаçма тытăнать. Малашне те çакăн пек пырсан чăваш чĕлхи тепĕр 80 çултан пĕтет. Çакăншăн чи малтан эпир хамăр айăплă пулатпăр. Ачана шкулта кашни кун чăваш чĕлхине 3-10-шар сехет вĕрентсен те, енчен те унпа килте чăвашла калаçмасан — унран нихăçан та чăваш пулмасть. Эпĕ хамăн хĕрсене — Тайпипе Элпие — «папа-мама» мар, «атте-анне» теме хăнăхтартăм, вĕсемпе чăвашлах калаçатăп. Мухтанса каламастăп çакна — эпĕ хамăн тивĕçе çеç тунă. Кĕçĕн хĕрĕм Элпи 1,5 çулта садике кайрĕ, вырăсла пĕр сăмах та пĕлменскер пĕр эрне кĕтесре ларнă. Мана нумайăшĕ çакăншăн вăрçать, мăшăрăм та. «Ачана мĕншĕн нушалантаратăн?» — тет. Çапах эпĕ парăнмастăп, ку вăл хамăрăн несĕлĕмĕрсен пилне пурнăçлани çеç тетĕп. Паян хамăрăн мĕн пурришĕн шăпах вĕсене тав тумалла пирĕн. Несĕлĕмĕрсем пире хăйсен генĕсене панă, вăй-хал, сывлăх, ăс-тăн, кăмăл çирĕплĕхĕ парнеленĕ. Вĕсем пире «çÿлтен» сăнасах тăраççĕ, кирлĕ чухне пулăшаççĕ. «Çÿлти патшалăхри тăвансенчен чăвашла пулăшу ыйтмалла, вĕсем вырăсла пĕлмеççĕ», — тетĕп хамăн хĕрĕмсене.
Пирĕн тивĕç — несĕлĕмĕрсем парса хăварнă пахалăхсене пĕр ăру та пулин малалла тăсасси. Пĕр ăру та пулин! Хамăр тивĕçе пурнăçламасан чăнласах та намăс пулмалла пире. Çавăнпа та тăван чĕлхене, культурăпа йăла-йĕркене сыхласа хăвармалла тата малалла аталантармалла. Шел, эпĕ аслă ывăлăмсене чăн чăвашла калаçма вĕрентеймерĕм. 1986-1987 çулсенче çуралнăскерсем чăвашла ăнланаççĕ-ха, анчах таса калаçаймаççĕ. Ун чухне чăвашлăх туртăмĕ те хальхи пекех вăйлах марччĕ çав. 90-мĕш çулсенче лару-тăру улшăнма пуçларĕ. Халĕ ЧНК, ЧОКЦ, «Хыпар» хаçат, чăваш телекуравĕпе радио кунĕн-çĕрĕн чăвашлăхшăн ĕçлеççĕ. Çамрăксем, ачăрсене чăвашла калаçма хăнăхтармашкăн тата мĕн чăрмантарать сире? Тата мĕн çитмест, мĕн тумалла? Чăвашлăх пĕтсе пынăшăн шкула та, министерствăна та, патшалăха та /укçа сахал уйăрать тесе/ вăрçмалла мар. Ачана çуралсанах «атте-анне» теме тата чăвашла калаçма вĕрентме пĕр пус укçа та кирлĕ мар. Патшалăхран тĕрлĕ программа та кĕтсе лармалла мар. Малтан хăвăн тивĕçне пурнăçла, кайран — ыйт! Чăвашлăха упрамашкăн чи малтан çемьере пуçламалла, ун пек чухне чĕлхе те, халăх та, йăла-йĕрке те сыхланса юлĕ.
Владимир ТЯПКИН /ТИМĔР/