Перейти к содержимому
РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

Основное меню
  • Портал
  • Главная
  • Об организации
    • Руководство
    • Структура
    • Документы
    • Контакты
  • Новости
  • Медиа
    • Видео
    • Фото
  • Гостевая
  • Главная
  • Новости
  • Вӗсем республикăн чи лайăх çемйисем

Вӗсем республикăн чи лайăх çемйисем

admin 24.08.2017

(24 августа 2017) ТР Президенчӗ Рустам Минниханов мăшăрӗпе Гульсина Ахатовнăпа пӗрле паян Хусан Кремлӗнче республикăн чи лайăх 53 çемйипе тӗл пулчӗç.

Хальхинче чăвашсенчен çак чыса Пăва районӗнчи Альбина Кирилловнăпа Александр Иванович Алексеевсемпе Теччӗ хулинчи Зоя Ильиничнăпа Володар Аркадьевич Тимофеевсем тивӗçрӗç. Ку икӗ çемье те республика чăвашӗсен мăнаçлăхӗ, вӗсем наци культурине аталантарма капашсăр пысăк ӗç тăваççӗ, ачисемпе мăнукӗсене те явăçтараççӗ.

da0d9167ce17caba4ce29b557cee59c9_L

Александр Иванович Алексеева эпир ытларах Сандр Пикл пек пӗлетпӗр, вăл тӗлӗнмелле пултаруллă ӳнерçӗ, ӗçӗсенче – чăваш халăхӗн философийӗ. Мăшăрӗпе Альбина Кирилловнăпа 38 çул пӗрле пурăнаççӗ. Володар Аркадьевич Тимофеев вара нумай çул Теччӗ районӗнчи Чăваш наципе культура центрне ертсе пынисӗр пуçне ыркăмăллăхçă та, вăл тăрăшнипе тата пулăшнипе кунта нумай чăваш мероприятийӗ иртет. Мăшăрӗпе Зоя Ильиничнăпа 42 çул пӗрле пурăнаççӗ.

IMG_1115

Мероприятие республикăри наципе культура автономисен хастарӗсем Оля тата Николай Никоноровсем хутшăнчӗç. Чăваш культурипе çемьесене кăçал Хусанти çамрăк юрăç Вера Кожеманова (сăмах май, вăл хăй те анне, мăшăрӗпе ывăл ӳстереççӗ) паллаштарчӗ.
Сувар тата ТР ЧНКА Канаше.

Продолжить чтение

Назад: Минниханов: «Через семью передаются духовно-нравственные традиции и национально-культурное наследие народов»
Далее: ЧӐВАШСЕМ ПӖТӖМ ТӖНЧЕРИ ЭРЕШСЕМПЕ ТУМСЕН ФЕСТИВАЛЬНЕ ХУТШӐННӐ

Республиканская газета на чувашском языке «Сувар»

 

Гостиница «Акспай»

 

 

 


bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch
 ДЛЯ СЛАБОВИДЯЩИХ
© РОО «Ассамблея народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-99 E-mail: an-tatarstan@yandex.ru
ГБУ «Дом Дружбы народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-90 E-mail: mk.ddn@tatar.ru
420107, г. Казань, ул. Павлюхина, д. 57