(16 марта 2017) Нумаях пулмасть Чӑваш Наци библиотекин «Мерчен» юрӑ-кӗвӗ тӗпелӗнче паллӑ чӑваш ҫыравҫин, Юхма Мишшин пултарулӑхне халалланӑ литературӑпа музыка каҫӗ иртрӗ.
Уява «Тарават» фольклор ушкӑнӗн илемлӗх ертӳҫи Клара Осокинапа Чӑваш наци конгресӗн культура комитетчӗн председателӗ Вера Архипова ертсе пычĕç. Вулавӑша пуçтарăннă йышлă çын Юхма Мишшин пултарулӑхӗпе тӗплӗн паллашма пултарчӗҫ.
Тухса калаҫакансем те сахал мар пулчӗҫ, кашниех ӑшӑ саламӗсенче Михаил Николаевича ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми телей сунса халӑх умӗнчи пархатарлă та сулмаклă ĕçсемшĕн чун-чӗререн тав турӗҫ. Вӗсем хушшинче — Чӑваш наци конгресӗн, Чӑваш композиторӗсен ассоциацийӗн, Чӑваш Республикин писательсен тата журналистсен пӗрлӗхӗн, пирӗн республикӑн тӗрлӗ районӗсен килнĕ çынсем пулчӗҫ.
Пултарулӑх каҫне сумлӑ поэт-писательсем, композиторсем те килме кăмăл тунă. Авраам Бурундуков, Константин Марков, Николай Эриванов композиторсем, «Ҫулӑм» фольклор ушкӑнӗн илемлӗх ертӳҫи Георгий Фадеев сӑмах каларӗҫ. Литература каçĕнче Альбина Юрату, Галины Белгалис, Эльвира Соловьева, Клавдия Вишневская ҫыравҫӑсем Михаил Юхман сăввисене чăвашла та, вырăсла та, тутарла та янраттарчĕç.
Юхма Мишши – академик, тӗпчевҫӗ, публицист, куҫаруҫӑ, пӗтӗм тӗнчипех паллӑ ҫыравҫӑ. Вӑл историллӗ романсемпе пысӑк пӗлтерӗшлӗ тӗпчев ӗҫӗсем ҫырнӑ хушӑрах юрӑ сӑмахӗсем хайлать. Михаил Николаевичӑн юррисем халӑхра анлӑ сарӑлнӑ. Унӑн чылай юррине халӑхран тухнă юрă тесе йышӑнаççĕ. Поэт сӑввисем тӑрӑх чӑваш композиторӗсем сахал мар юрӑ кӗвӗленӗ. Герман Лебедев, Филипп Лукин, Анисим Асламас, Юрий Кудаков, Олимпиада Агакова, Анатолий Никитин, Андрей Токарев, Авраам Бурундуков, Николай Андреев, Марина Ильичева-Шуракаш, Юрий Жуков, Николай Эриванов, Галина Скворцова тата нумай-нумай музӑкҫӑсем ун сăмаххисемпе юрăсем хайланă.
Хӑнасене Иван Христофоров, Любовь Афанасьева, Клара Осокина, Олег Самана, Вероника Пинеслу, Галина Скворцова, Роза Степанова, Вениамин Колпаков, Марина Ильичева-Шуракӑш юрăссем Юхма Мишши сӑввисемпе кӗвӗленӗ юрӑсемпе савӑнтарчӗҫ. Пухӑннисен умӗнче хăйсен ӑсталӑхне «Тарават» (илемлӗх ертӳҫи Клара Осокина), «Сӑрнай» (илемлӗх ертӳҫи Николай Эриванов) фольклор ушкӑнӗсем кӑтартрӗҫ. Халӑхра анлӑ сарӑлнӑ Анатолий Никитин кӗвӗленӗ «Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса» юрра пурте пӗрле шӑрантарчӗҫ.
Чӑваш наци вулавӑшӗн ӗҫченӗсем фойере «Юхма Мишши пултарулӑх эткерӗ» кӗнеке куравне йӗркелерӗҫ. Уява пынисем çакнашкал пӗлтерӗшлӗ мероприятисене малашне те ирттерме сӗнчӗҫ. Тăван сăмах, тăван юрă-кӗвĕ чуна мăнаçлăх варкăштарса кĕртрĕ. Чылайăшĕ чăваш халăх тумне тăхăнса сăвă калани, юрласа пани уява тата та илем кÿчĕ. Литературӑпа музыка каҫӗ чӑваш юрри-кӗввин, сӑмахӗн уявӗ пулса тӑчӗ. Кашни çын хăйне валли мĕн те пулин çĕнни тупрĕ, хăй чăваш пулнишĕн мăнаçланчĕ.
Юлашкинчен Юхма Мишшин «Шурӑ акӑш ишет Атӑл урлӑ» кӗнекере пичетленнӗ «Чӑваш юрри» сӑввӑ мӑнаҫлӑн та уҫçăн янăрарĕ:
«… Чӑваш юрри! Санпа эп мухтанатӑп,
Ялан-ялан эс манӑн чӗрере.
Тертре те хуйхӑра чуна уҫатӑн,
Пиллетӗн ҫӗнтерӳ кӗрешӳре».
Вера Архипова,
Чӑваш наци конгресӗн культура комитечӗн ертÿҫи.