(5 марта 2015) Чăваш халăх юмахĕсене тĕрлĕ чĕлхепе вулама май килнине ырламалла. Эпир те, чăвашсем, ытти халăх халапĕсене ăша хывса ăс-хакăла, пĕлĕве пуянлататпăр, ÿстеретпĕр. Ачасемшĕн уйрăмах усăллă халăх пултарулăхĕн сăмах вĕççĕн çÿрекен хайлавĕсем, ĕмĕрсен эрĕшĕсемпе хитреленсе «пиçсе тухнăскерсем».
Чăваш кĕнеке издательстви çак кунсенче шăпах çавăн пек япала — «Чувашские народные сказки» кĕнеке — пичетлесе кăларчĕ. Вăл виçĕ пайран тăрать: чĕрчунсемпе, йăла-йĕркепе тата асамлăхпа çыхăннă юмахсенчен.
Акă, чĕрчунсене халалланă халапсене аса илер-ха. «Сармантей» хăй мĕне тăрать. «Сармантейĕн сар чăххи сар çăмарта тунă тет…» Аса илтĕр-и? Йытă çынпа мĕнле туслашни çинчен те вуланах ĕнтĕ чăваш ачисем.
Йăлапа çыхăннă халапсенче этемĕн ăссăрлăхне, наянлăхне, хыткукарлăхне питлени малти вырăнта тăрать. Çакна «Ăслă хĕрача», «Уйăха мĕнле тытни», «Çĕр çинче чи вăйли мĕн?» тата ытти юмах лайăх ĕнентерет.
Асамлăх юмахĕсенче вара тăван халăх философийĕ, поэзи тĕп вырăнта тăраççĕ». «Уйăх çинчи хĕр», «Çил ачисем», «Иван-паттăр», ыттисем кĕнекен çак пайне илем кÿреççĕ.
Ку кĕске хыпар-пĕлтерÿре эпĕ хăшпĕр юмаха çеç асăнтăм, кĕнекере вара вĕсем пурĕ 41.