(16 мартан 2018) Чăваш писателӗ, фольклорист тата этнограф Юркка Иванӗ çуралнăранпа паян, мартăн16-мӗшӗнче, 155 çул çитрӗ. Вăл революцичченхи чăвашсен пӗрремӗш писателӗсенчен пӗри. Хăйӗн пӗрремӗш калавне 1886 çулта çырнă. Произведенийӗсем уйрăм кӗнекен пичетленнӗ. Тӗп ӗçӗсем: халăх юррисен пуххи (пин ытла юрă кӗнӗ), «Указатель этнографической литературы о чувашах», «Ют çӗрти чăвашсем» (Пермь кӗпӗрнинчи чăвашсем), «Чăвашсен йăлисем», «Чăвашсем авал епле пурăнни», «Чăвашсен авалхи тӗнӗ» тата ыттисем. Чăваш телевиденийӗ çыравçă çинчен «Юркка Иванӗ» (режиссерӗ В.Ф. Карсаков) фильм та ӳкернӗ.
Сувар.