23-мӗшӗнче Шупашкарта Мăн Канаш пухăнать

(14 июня 2018) Июнӗн 23-мӗшӗнче Шупашкарти Чăваш наци библиотекинче Чăваш наци конгресӗн Мăн Канашӗ пулать.

Чăваш наци конгресӗ Мăн Канаша хатӗрленнине хыпарлать ТР ЧНК пресс-служби. Лару кăçал июнӗн 23-мӗшӗнче Шупашкарти Чăваш наци библиотекинче пулать, ирхине 10.00 сехетре пуçланать. Аса илтеретпӗр, Уставпа килӗшӳллӗн, Мăн Канаша çулталăкра пӗрре ирттереççӗ. Пӗлтӗр октябрӗн 28-мӗшӗнче пулнă Аслă Пухура Мăн Канаша пурӗ 105 çынна суйланă.

 

«Хальхи вăхăтра пурне те йыхравсем ярса панă. Çак кунсенче конгресс ĕçтăвкомĕ Мăн Канашра мĕнлерех ыйтусем пăхса тухассипе ĕçлеме пуçларĕ. Енчен те сĕнӳсем пулсан, congress21@mail.ru адреспа ярса пама май пур. Пурне те Мăн Канаша тĕплĕн хатĕрленме ыйтатпăр»,– пӗлтерет ЧНК президиумĕ. (З.Яковлева сăнӳкерчӗкӗ).

Ирина Кузьмина.

Добавить комментарий

bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch