Перейти к содержимому
РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

Основное меню
  • Портал
  • Главная
  • Об организации
    • Руководство
    • Структура
    • Документы
    • Контакты
  • Новости
  • Медиа
    • Видео
    • Фото
  • Гостевая
  • Главная
  • Новости
  • Актриса, патша майри, шăпа…

Актриса, патша майри, шăпа…

admin 10.03.2015

(10 марта  2015)  Хĕрарăма шăпах çак ăнлавсемпе танлаштарса пуçларĕ чăваш хĕрарăмĕсене халалланă уява Илона Броневицкая. Чăвашла, вырăсла, акăлчанла, испанла, французла, грузинла, эрменле саламларĕç виçĕмкун республикăри хĕрарăм юхăмĕн хастарĕсене — шăпах çак чĕлхесемпе янăрарĕç юрăсем Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче. Чăвашла вара пухăннисене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ырă сунчĕ.

— Çемье, ырă йăла-йĕрке управçи — хĕрарăм, — палăртрĕ Михаил Васильевич хăйĕн сăмахĕнче. — Вăл тытăнсан кирек мĕнле ĕç те ăнăçать.

Пирĕн республикăра амăшлăха, ачалăха упрас тĕлĕшпе курăмлă ĕç пурнăçлаççĕ. Ача сачĕсен ыйтăвĕ татăлса пырать. Юлашки вăхăтра финанс лару-тăрăвĕ кăткăсланнине пăхмасăрах социаллă пособисен виçисене чакармасăр тата вăхăтра тÿлеççĕ. Тăрăшнин усси пур. Виççĕмĕш çул ĕнтĕ республикăра пепке çураласси, нумай ачаллă çемьесен йышĕ ÿссе пырать.

— Ача кашни утти амăшне савăнăç кÿтĕр. Эпир, арçынсем, сире яланах хÿтĕлеме, упрама тăрăшăпăр, — вĕçлерĕ сăмахне республика Пуçлăхĕ хĕрарăмсене вăрăм ĕмĕр, пылак юрату суннă май.

Уяв кăмăлне Раççей эстрада юрăçи, теле-, радиокăларăмсен ертÿçи Илона Броневицкая хăпартлантарчĕ. “Юрату сассисем” проект авторĕ Майкл Найт американ тата унта хутшăнакан Этери Бериашвили грузинка тĕрлĕ жанра парăнтарма пултарчĕç: джаз, халăх юррисем, рок-баллада, эрмен авалхи кĕвви-юрри… Сăмах май, Этери — дипломлă пульмонолог. Турă пани тапса тухатех — çакна çирĕплетет вăл хăйĕн пултарулăхĕпе. Раççей тава тивĕçлĕ артисткине Варварăна уйрăмах ăшшăн йышăнчĕ чăваш хĕрарăмĕ.

Рита АРТИ.

Продолжить чтение

Назад: Парад флагов регионов России
Далее: Ветеран войны отметил день рождения

Республиканская газета на чувашском языке «Сувар»

 

Гостиница «Акспай»

 

 

 


bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch
 ДЛЯ СЛАБОВИДЯЩИХ
© РОО «Ассамблея народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-99 E-mail: an-tatarstan@yandex.ru
ГБУ «Дом Дружбы народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-90 E-mail: mk.ddn@tatar.ru
420107, г. Казань, ул. Павлюхина, д. 57