Перейти к содержимому
РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

Основное меню
  • Портал
  • Главная
  • Об организации
    • Руководство
    • Структура
    • Документы
    • Контакты
  • Новости
  • Медиа
    • Видео
    • Фото
  • Гостевая
  • Главная
  • Новости
  • ЧНК культура комитечĕн ларăвĕ иртрĕ

ЧНК культура комитечĕн ларăвĕ иртрĕ

admin 30.12.2015

(30 декабря 2015) Раштавăн 22-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕн пайташĕсем ку çулхи юлашки ларăва пуçтарăнчĕç. Малтан комитет ертÿçи Елена Османова сăмах илчĕ, 2015 çулта вăй хурса ĕçленĕшĕн пурне те тав сăмахĕ каларĕ, çитес çул валли хатĕрленĕ ĕç планне пĕрле пăхса тухма сĕнчĕ.
Ун хыççăн Чăваш наци конгресĕн призиденчĕн Николай Угасловăн пĕрремĕш çумĕ Валерий Клементьев калаçăва хутшăнчĕ, ĕç планĕ çумне тата та çĕнĕлĕхсем хушма, ытларах чăвашлăха упраса хăварас енĕпе ĕçлеме, аталанакан ăрăва пур енлĕ чăвашлăх тĕнчине юратма, чăваш йăли-йĕркине, тăван чĕлхене хисеплеме вĕрентес енĕпе ĕçлеме чĕнсе каларĕ.
Комитет ĕçне вăйлатас тĕллевпе ЧНК ертÿçисен сĕнĕвĕпе культура комитечĕ республикăра хастар ĕçлекен культура ĕçченĕсен чи маттуррисене хăйсен ретне илчĕ. Вĕсен шутĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ профессорĕ, культурологи докторĕ Владимир Васильев, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Маргарита Павлова, çамрăксенчен — наци радиовĕн редакторĕ Ирина Лампасова, Леонид Антонов юрăç тата ытти пултаруллă çынсем кĕчĕç. Ларăва пуçтарăннисенчен чылайăшĕ 2016-мĕш çулхи ĕç планне усăллă сĕнÿсем пачĕç.
«Тăван чĕлхем — чунри хĕлхем,
Шăпчăк сасси — çепĕç чĕлхем!»

Л.Изекеева, З.Яковлева.

Информационный центр ЧНКА РТ.

Продолжить чтение

Назад: ШУПАШКАРТА ПАЛЛĂ ЭТНОПЕДАГОГА ГЕННАДИЙ ВОЛКОВА АСĂНСА ПАЛĂК УÇРĔÇ.
Далее: Поздравление с Новым 2016 годом!

Республиканская газета на чувашском языке «Сувар»

 

Гостиница «Акспай»

 

 

 


bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch
 ДЛЯ СЛАБОВИДЯЩИХ
© РОО «Ассамблея народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-99 E-mail: an-tatarstan@yandex.ru
ГБУ «Дом Дружбы народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-90 E-mail: mk.ddn@tatar.ru
420107, г. Казань, ул. Павлюхина, д. 57