Перейти к содержимому
РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

Основное меню
  • Портал
  • Главная
  • Об организации
    • Руководство
    • Структура
    • Документы
    • Контакты
  • Новости
  • Медиа
    • Видео
    • Фото
  • Гостевая
  • Главная
  • Новости
  • «Хыпар» хаçат тухма тытăннăранпа 110 çул!

«Хыпар» хаçат тухма тытăннăранпа 110 çул!

admin 20.01.2016

(20 января 2016) Чăваш халăхĕн пĕрремĕш хаçачĕн — «Хыпарăн» — кун-çулĕ çăмăл пулман. Пăлхавăрлă вăхăтсенче ăна кăларма та чарнă, хаçат ятне те темиçе хутчен улăштарнă. Самана улшăнса тăнă пулин те тăван халăх «Хыпартан» писмен, ăна çырăнса илсе тавракурăмне анлăлатнă, çĕршыв, тĕнче культурипе пĕтĕçнĕ.

Ахальтен мар ĕнтĕ хаçатăн пĕрремĕш редакторĕ Н.В.Никольский «Хаçат тăрăх ырра вĕренесчĕ» тесе тăван халăха çутта кăларма, культурине ÿстерме, ăс-хакăл пуянлăхне нумайлатма капашлă вăй хунă.

Раççейри пĕрремĕш наци кăларăмĕ «Хыпар» хаçат Чăваш Енĕн пичетпе культура историйĕнче уйрăм вырăн йышăнать. Унăн номерĕсенче республика пурнăçĕ, сулмаклă аталанăвĕ кунсерен, çулсерен çырăнса пычĕ, вăл чăн-чăн энциклопеди пулса тăчĕ.

Тăван халăхшăн ĕçлес миссие хальхи «хыпарçăсем» малалла тăсаççĕ, çынсене кирлĕ информаципе туллин тивĕçтереççĕ, вĕсен культура шайне ÿстерес тĕлĕшпе нимĕнпе виçейми мехел кÿреççĕ.

Чăваш чĕлхине юратма вĕрентесси, ăна аталантарса пырасси, хамăрăн йăла-йĕркене килес ăрусем валли упраса хăварасси, хăвăрт улшăнса пыракан пурнăçри ырă самантсене вулакан патне çитересси «Хыпаршăн» малашне те тĕп тивĕç пулса тăрĕ.

Паян глобализаци, электрон технологисем, вырăсланас юхăм пурнăçăмăрсене «шăл çĕмĕрсе» кĕнĕ чух пире, чăвашсене, чăвашлăха çĕр чăмăрĕ çинчен çухалма парас мар тесе пĕрлешни нихçанхинчен те кирлĕ.

Тăванăмăрсем, çапла пултăр тесе 110 çул тултаракан «Хыпар» хаçат тавра чăмăртанар та çутă малашлăх çулĕпе çирĕппĕн утар!

«Хыпар» издательство çурчĕн сайчĕ

Продолжить чтение

Назад: 5 марта в Доме Дружбы народов Татарстана пройдет конкурс «Тутарстан чаваш пики — 2016»
Далее: В Хоронвар-Шигалеево Дрожжановского района прошел парад кормушек

Республиканская газета на чувашском языке «Сувар»

 

Гостиница «Акспай»

 

 

 


bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch
 ДЛЯ СЛАБОВИДЯЩИХ
© РОО «Ассамблея народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-99 E-mail: an-tatarstan@yandex.ru
ГБУ «Дом Дружбы народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-90 E-mail: mk.ddn@tatar.ru
420107, г. Казань, ул. Павлюхина, д. 57