Перейти к содержимому
РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

Основное меню
  • Портал
  • Главная
  • Об организации
    • Руководство
    • Структура
    • Документы
    • Контакты
  • Новости
  • Медиа
    • Видео
    • Фото
  • Гостевая
  • Главная
  • Новости
  • Чăваш чĕлхин фразелоги словарĕ тухрĕ

Чăваш чĕлхин фразелоги словарĕ тухрĕ

admin 22.01.2016

(22 января 2016) Чăваш чĕлхе пĕлĕвĕнче фразеологи ыйтăвĕ — чи интересли те йывăррисенчен пĕри. Çак ыйтупа чĕлхеçĕсем ХХ ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринчех кăсăкланма пуçланă . Ку ĕçре Н.И.Ашмаринăн 17 томлă «Чăваш сăмахĕсен кĕнекин» пайти пысăк. Хайхи словарьте вăл чылай çирĕпленнĕ чăваш сăмах çаврăнăшĕсене ăнлантарса панă.

Паянхи кунччен çак темăна халалланă чылай статьясемпе монографисем кун çути курнă, анчах та вĕсем сиксе тухакан пур ыйтăва та татса парайман.

Акă нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче литература тĕпчевçи, критик, çыравçă тата филилоги ăслăлхĕсен докторĕ Г.И.Федоров хатĕрленĕ «Чăваш фразеологийĕн ăнлантаруллă сăмах кĕнеки» пичетленсе тухрĕ. Ăна икĕ томпа кăларма палăртнă, вулакансем патне А—С сас паллисене кĕртнĕ 1-мĕш том çитрĕ. Словаре икĕ пин тиражпа кăларнă.

Çĕнĕ кăларăмра темиçе пин фраземăна — çирĕпленнĕ сăмах çаврăнăшне — çутатса, ăнлантарса панă. Вĕсене илемлĕ литературăран, халăх пуплевĕнчен, чăваш фольклорĕнчен илнĕ тĕслĕхсемпе çирĕплетнĕ. Словарьте кашни фраземăн синонимĕсене илсе панă. Ытти чĕлхесенчен, уйрăмах вырăс чĕлхинчен, кĕнĕ калькăсем те вырăн тупнă.

Словарь тĕпчевçĕсемшĕн, студентсемпе шкул ачисемшĕн, вĕрентекенсемшĕн тата чăваш чĕлхине юратакансемшĕн уйрăмах усăллă та интереслĕ кĕнеке пулĕ

Ольга Федорова.

Продолжить чтение

Назад: В Алькеево прошёл турнир по каратэ
Далее: С именинами Вас, милые Татьяны!

Республиканская газета на чувашском языке «Сувар»

 

Гостиница «Акспай»

 

 

 


bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch
 ДЛЯ СЛАБОВИДЯЩИХ
© РОО «Ассамблея народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-99 E-mail: an-tatarstan@yandex.ru
ГБУ «Дом Дружбы народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-90 E-mail: mk.ddn@tatar.ru
420107, г. Казань, ул. Павлюхина, д. 57