Перейти к содержимому
РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

Основное меню
  • Портал
  • Главная
  • Об организации
    • Руководство
    • Структура
    • Документы
    • Контакты
  • Новости
  • Медиа
    • Видео
    • Фото
  • Гостевая
  • Главная
  • Новости
  • Влад Московцев Владимир облаçĕнче иртнĕ форума хутшăнчĕ

Влад Московцев Владимир облаçĕнче иртнĕ форума хутшăнчĕ

admin 28.07.2016

(27 июля 2016) ЧНК çумĕнчи çамрăксен «Хастар» ушкăнĕн ертÿçи Влад Московцев Клязмăри «Тĕллевлĕ лапам» çамрăксен форумне хутшăнни пирки эпир пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Ĕнер, уйăхĕн утă 26-мĕшĕнче Влад хутшăннă Нацисен хутшăнăвĕсемпе ĕçлекен çampăk специалистсене вĕрентес енĕпе ĕçленĕ тĕллевлĕ лапам хăйĕн ĕçне вĕçленĕ. 

Форумра nypĕ 5 миллиона яхăн тăракан 25 проекта грант илме ырланă. Пурĕ 128 заявкăран 115-ĕшне хÿтĕлеме пулнă тăратнă.

Çampăkcem ку форумра наци темипе чылай çĕннине вĕреннĕ.

Сăмахран, чÿк уйăхĕнче иртекен Халăхсен Пĕрлĕхĕн кунне уявлама çамрăксене хутшăнтарас nporpammă пирки чылай калаçнă, проектсем сĕннĕ.

Форума «Тĕрлĕрен халăх пурăнни — çĕршыв аталанăвĕн никĕсĕ» темăпа çавра сĕтел ирттернипе вĕçленĕ.Унта Раççей Президенчĕн Администрацийĕн пуçлăхĕн çymĕ Магомедсалам Магомедовпа Нацисемпе ĕçлекен Федераллă агенство ертÿçи Игорь Баринов хутшăннă. Модераторĕ Калаçу — наци тĕлĕшĕпе ĕçлекен журналистсен Гильдийĕн Президенчĕ Маргарита Лянге пулнă.

Форума хутшăннă çамрăксене тĕрлĕ халăх пурăнакан регионсен хăйнеевĕрлĕхĕ,ку регионсенче право енĕпе еплерех ĕçлемелли кăсăклантарнă

— Эсир пирĕн халăхсен пуласлăхĕн шанăçĕ, малашне Раççейри тĕрлĕ наци çыннисен хăйнеевĕрлĕхне сыхласа хăварса аталанма пулăшакансем. Кун пек специалистсем кирлĕ яланах-, тенĕ Магомедсалам Магомедов.

Нацисен хутшăнăвĕ енĕпе ирттернĕ сменăра Влад Московцевпа пĕрле Чăваш Республикинчи тĕрлĕ организацисенче вăй хуракан çampăkcem хутшăннă.

ЧНК пресс-служби.

Продолжить чтение

Назад: В Чувашии прошел республиканский фольклорный фестиваль-конкурс «Венок дружбы»
Далее: Состоится Съезд народов, проживающих на территории Чувашской Республики

Республиканская газета на чувашском языке «Сувар»

 

Гостиница «Акспай»

 

 

 


bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch
 ДЛЯ СЛАБОВИДЯЩИХ
© РОО «Ассамблея народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-99 E-mail: an-tatarstan@yandex.ru
ГБУ «Дом Дружбы народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-90 E-mail: mk.ddn@tatar.ru
420107, г. Казань, ул. Павлюхина, д. 57