Перейти к содержимому
РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

Основное меню
  • Портал
  • Главная
  • Об организации
    • Руководство
    • Структура
    • Документы
    • Контакты
  • Новости
  • Медиа
    • Видео
    • Фото
  • Гостевая
  • Главная
  • Новости
  • Чунтан парăнса ӗçлекен педагог

Чунтан парăнса ӗçлекен педагог

admin 29.05.2017

(29 мая 2017) Нумай пулмасть Анат Камăри Пионерсен çуртӗнче «Шахматный педагог –2017» хула конкурсне пӗтӗмлетрӗç. Çӗнтерӳçӗсен хушшинче пирӗн ӗçтеш, 34-мӗш гимнази-интернатăн вӗрентекенӗ Ирина Ивановна Третьякова пулни уйрăмах савăнтарчӗ. Вăл III вырăн çӗнсе илчӗ.

Конкурсра Ирина Ивановна шахмат вăййине халалланă уçă урокпа класс тулашӗнчи мероприяти ирттерчӗ,  «Шахматы как отражение жизни общества» темăпа ӗçне хӳтӗлерӗ, шахмат вăййи ачасен ăс-тăнне еплерех аталантарни çинчен каласа пачӗ. Пӗчӗк вӗренекенӗсем учителе конкурсра шахмат вăййипе çыхăннă виçӗ ташă ташласа пулăшрӗç.

Ирина Ивановна 28 çул пуçламăш классен вӗрентекенӗ пулса ӗçлет, вӗсенчен 18-шне 34-мӗш гимнази-интернатра. Пуçламăш пӗлӳ панисӗр пуçне, вăл ачасене тăван чӗлхепе калаçма, ăна хисеплеме, юратма вӗрентет.  Ирина Ивановна аслă категориллӗ, пысăк опытлă педагог. Вăл Раççейпе халăхсем хушшинчи конкурссене те хастар хутшăнать. Пӗрре мар малти вырăнсене тивӗçнӗ. Халăхсем хушшинчи методика разработкисен конкурсӗн икӗ хутчен çӗнтерӳçи, «Пирӗн чи лайăх учитель» (2014 ç.) республика Грантне те тивӗçнӗ.

Ирина Ивановнан ӗçне тивӗçлипе хакласа ятне «Вӗ­семпе Раççей мăнаçланать» кӗнекен иккӗмӗш пайне те кӗртнӗ. Кунсăр пуçне унăн урок планӗсене, уçă уроксемпе класс тулашӗнче ирттермелли мероприятисен конспекчӗсене, ӗçӗсене «Альманах» кӗнекере, «Мэгариф», «Пирӗн кил – Тутарстан» журналсенче, «Завуч-инфо», «Педсовет», «Сентябрӗн пӗрремӗшӗ», «Учитель хаçачӗ» тата «Сувар» хаçатсенче пӗрре мар пичетленӗ. Интернетри вӗрентӳ порталӗсенче те унăн ӗçӗсене, ачасемпе ашшӗ-амăшӗсем валли хатӗрленӗ пуçватмăшсемпе вăййисене тупма пулать.

Ирина Ивановнан вӗренекенӗсем те питӗ пултаруллă, гимнази шайӗнче иртекен уяв­сенче яланах хастар хутшăнаççӗ.  «Яковлев вулавӗсем», С.С.Молодцов ячӗллӗ наукăпа практика конференцийӗсенче, «Наукăри дебют», «Манăн чи юратнă учитель», «Манăн пӗчӗк çӗршывăн символики», «Эпӗ профессисене тӗпчетӗп» республика конкурсӗсенче, олимпиадăсенче пӗрре мар малти вырăнсене çӗнсе илнӗ.

Эпир Ирина Ивановнăпа мă­наç­ланатпăр. Малашне те профессие чунтан парăнса ӗçлеме тата та пысăк çитӗнӳсем тума сунатпăр!

Людмила Ильгузина,
Сувар

Продолжить чтение

Назад: В Ульяновской области отметили чувашский национальный праздник «Акатуй»
Далее: Нацисен балӗнче чăвашсем те пулнă

Республиканская газета на чувашском языке «Сувар»

 

Гостиница «Акспай»

 

 

 


bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch
 ДЛЯ СЛАБОВИДЯЩИХ
© РОО «Ассамблея народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-99 E-mail: an-tatarstan@yandex.ru
ГБУ «Дом Дружбы народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-90 E-mail: mk.ddn@tatar.ru
420107, г. Казань, ул. Павлюхина, д. 57