Перейти к содержимому
РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

Основное меню
  • Портал
  • Главная
  • Об организации
    • Руководство
    • Структура
    • Документы
    • Контакты
  • Новости
  • Медиа
    • Видео
    • Фото
  • Гостевая
  • Главная
  • Новости
  • Саккăра-саккăрăн

Саккăра-саккăрăн

admin 25.07.2017

(25 июля 2017) Иртнӗ шăматкун, июлӗн 22-мӗшӗнче, Хусанти «Ракета» стадионра «ЧНКА» футбол команди «Молодость-18» командăпа вылярӗ. Вăйă 4:2 шутпа, пирӗннисем çӗнтернипе вӗçленчӗ. Унччен маларах «Заря-2» командăна 1:0 шутпа çӗнтернӗччӗ. Анчах турнир таблицинчи 4-мӗш вырăн пирӗннисене çырлахтармасть, вӗсем çӗнӗ çӗнтерӳсем шыраççӗ.

Вырсарникун, июлӗн 23-мӗшӗнче, Аксу районӗнчи Кивӗ Ипрел ялӗнче футбол турнирӗ иртрӗ. Унта çак ялăн икӗ команди, Енрусьел, Илтрекьел, Савгачево ялӗсенчен, Аксу поселокӗнчен, Чистай районӗнчи Ишельелӗнчен, Алексеевски районӗнчи Чăваш Майнинчен вылякансем пухăннăччӗ. Чăвашмайнисем пурте «ЧНКА» командинче вылякансем, çавăнпа та вӗсем Хусанти «Д» лигăра вылякан формисемпех пулнинчен тӗлӗнме кирлӗ мар-тăр. Сăмах май, палăртса хăвармалла чăваш ялӗсенчен килнӗ чылай команда формăпаччӗ.

 

Скептиксем ыйтма пултараççӗ: мӗне кирлӗ хулари газона хăнăхнă футболистсен ял çеремӗ çинче выляса халтан кайма, техникине пăсма? Хуравӗ пӗр – тренировка. Хальлӗхе Хусанта тăтăш тренировкăсем ирттерме «ЧНКАн» майсем çук. Тата хирӗç выляс текенсем те пуçтарăнса пӗтеймеççӗ. Тренировкăсем хулари турнирти тӗлпулусенчен йывăртарах условисенче иртсен лигăри вăйăсенче çăмăлрах пулать.

Турнир яланхинчен пӗчӗкрех площадкăра иртрӗ пулин те, ăна курас текенсем пайтахăн килнӗччӗ. Командăсем саккăра-саккăрăн вылярӗç. Таймсем те 15-шер минут пычӗç. Мӗншӗн тесен сакăр командăна пӗр-пӗринпе выляттарса вăхăт нумай иртет. Турнира йӗркелекенсен сăмахӗсемпе, иртнӗ çулсенче кунта нумай команда пухăннине кура, икшер кун футбол выляни те пулнă.

Командăсен вара выляс шайӗ тӗрлӗренччӗ. «Савгачево», «Енрусьел», «Ипрел-2» пӗр пекрех вăйă кăтартрӗç пулсан, «ЧНКА» командине конкурент пулма пултаракансем турнир хуçисен пӗрремӗш командипе аксусем тата илтрекьелсемччӗ. Финалта чăвашмайнисем аксусемпе вылярӗç. Матчăн тӗп вăхăчӗ 1:1 шутпа вӗçленчӗ. Вăйă пенальти тапасси çине куçрӗ. Кунта ăнăçу «ЧНКА» енче пулчӗ. Василий Васиков вратаре пирӗн вылякансем сывлăша та пӗрре мар çӗклерӗç. Хусана каччăсем кубокпа тата ылтăн медальсемпе таврăнчӗç. Саламлатпăр!

Сувар.

Продолжить чтение

Назад: Сĕнтĕрвăрринчи шкул ачи Владимир Путина ыйту панă
Далее: В Татарстане разработали этнографическую карту Республики

Республиканская газета на чувашском языке «Сувар»

 

Гостиница «Акспай»

 

 

 


bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch
 ДЛЯ СЛАБОВИДЯЩИХ
© РОО «Ассамблея народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-99 E-mail: an-tatarstan@yandex.ru
ГБУ «Дом Дружбы народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-90 E-mail: mk.ddn@tatar.ru
420107, г. Казань, ул. Павлюхина, д. 57