Перейти к содержимому
РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

Основное меню
  • Портал
  • Главная
  • Об организации
    • Руководство
    • Структура
    • Документы
    • Контакты
  • Новости
  • Медиа
    • Видео
    • Фото
  • Гостевая
  • Главная
  • Новости
  • Пăвари чăваш пикисене ылтăн ăшне путарчӗç

Пăвари чăваш пикисене ылтăн ăшне путарчӗç

admin 13.11.2017

(13 ноября 2017) Чи илемлине, чи сăпайлине, чи çепӗççине, чи черченнине, чи хӳхӗмскерне, кӗскен каласан, кăмăла каяканнине суйласа илме питӗ те йывăр. Çакăн пек кăткăс конкурса хутшăнма кăмăл тунăшăн пурне те мала кăларас килет манăн.

Ноябрӗн 11-мӗшӗнче Пăва районӗнчи Кипеккассинче иртнӗ илемпе пултарулăх конкурсӗнче вара хӗрсен таланчӗсене хаклас текенсем самайăнччӗ. Ялсенчен тӗрев ушкăнӗсем килсе çитнисӗр пуçне хусах каччăсем те сахал марччӗ залра. Çавăнпа та «Пăва районӗнчи чăваш пики — 2017» титулшăн вăйлă кӗрешӳ пулса иртрӗ.

Жюрире районти культура управленийӗн ертӳçисемсӗр пуçне Пăва тăрăхӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн председательне Владимир Ильина, Рункă ял хутлăхӗн пуçлăхне Роберт Гордеева, 2017 çулхи «Уяв пикине» Анастасия Павловăна, 2016 çулхи «Раççей чăваш пикине» Ксения Романовăна курма пулчӗ.

Сцена çинчи ултă хӗр те çак каç тăршшӗпе пултарулăхӗсемпе тӗлӗнтерме пăрахмарӗç. Юрă юрлассинче те, ташă ташлассинче те, апат-çимӗç пӗçерессинче те  Кипеккассинчи Культура çурчӗн ӗçченӗсене те уйрăммăн палăртса хăварас килет, вӗсем çак конкурса чăн-чăн уява çавăрчӗç.

Спонсорсем те кăçал вăйлă тăрăшнă. Чӳречепе алăк кăларакансем те, ылтăн сутакансем те, усламçăсем те пур вӗсен хушшинче. Çавăнпа та конкурс вӗçленеспе тӗрлӗрен номинацире мала тухнă пикесене чечек çыххисем ăшне путарчӗç. Уйрăм парнесемсӗр пуçне кашнине Ювелир салонӗнчен 5 пин тенкӗлӗх сертификат пачӗç. Вăт çапла пӳркелсемпе элшелсем, раккассисемпе киштексем: эсир, шел пулин те, çак уявăн айккинче юлтăр…

Çӗнтерӳçӗ пулма жюри Мăкăр шкулӗнче 11-мӗш класра вӗренекен Екатерина Тюплинана суйларӗ. Çак шухăшпа залра ларакансем те килӗшрӗç пулмалла, хытă алă çупрӗç. Екатерина кăçал «Тăхăрьял шăпчăкӗнче» те палăрнăччӗ, çитес çул çуркунне Хусанта иртекен «Тутарстанри чăваш пики» конкурсра та Пăва районӗн чысне хӳтӗлӗ.

Пӗтӗмӗшле илсен, конкурс иртнӗ çултисемпе танлаштарсан, питӗ те лайăх иртрӗ.

Сувар.

 

 

Продолжить чтение

Назад: Чăваш наци конгресĕн çĕнĕрен йĕркеленĕ президиум ларăвĕ иртрĕ
Далее: «РАÇÇЕЙ ЧĂВАШ ПИКИ-2017» конкурс раштавăн 2-мĕшĕнче иртĕ!

Республиканская газета на чувашском языке «Сувар»

 

Гостиница «Акспай»

 

 

 


bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch
 ДЛЯ СЛАБОВИДЯЩИХ
© РОО «Ассамблея народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-99 E-mail: an-tatarstan@yandex.ru
ГБУ «Дом Дружбы народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-90 E-mail: mk.ddn@tatar.ru
420107, г. Казань, ул. Павлюхина, д. 57