Перейти к содержимому
РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

Основное меню
  • Портал
  • Главная
  • Об организации
    • Руководство
    • Структура
    • Документы
    • Контакты
  • Новости
  • Медиа
    • Видео
    • Фото
  • Гостевая
  • Главная
  • Новости
  • «АТАЛАН» – Теччӗре

«АТАЛАН» – Теччӗре

admin 21.12.2017

(21 декабря 2017) ТР ЧНКА çумӗнчи чăваш çамрăкӗсен «АТАЛАН» пӗрлешӗвӗ (лидерӗ А.Носков) çак самантсенче Теччӗ хулинче. Вăл Атăл ку енчи районсенчи шкул ачисемпе «Аталан» наци вӗренӳ форумне ирттерет. Форумăн тӗп тӗллевӗ – чăваш чӗлхипе культурине сыхласа хăварас тӗлӗшпе муниципаллă районсенче шкул ачисемпе çамрăксен «Аталан» шкулне йӗркелесси. Кунсăр пуçне пултаруллă чăваш ачисемпе çамрăкӗсене пурнăçра тата профессире хăйсене тупма пулăшасси,  чи пултаруллисене суйласа илсе вӗсемпе ӗçлесси, ачасемпе çамрăксене хăйсен проектне хатӗрлес ăсталăхне аталантарасси, тата ытти те.

 

«АТАЛАН» малӗмӗтлӗ пӗрлешӳ. Вăл хăйӗн ятне тӳрре кăларма тӗллев лартнă, республикăри, Раççей Федерацийӗн ытти регионӗсенчи çамрăксен пӗрлешӗвӗсемпе çыхăну йӗркелеме, вӗсемпе пӗрле мероприятисем ирттерме, тӗрлӗ грантсемпе премисен конкурсӗсене хастар хутшăнма хатӗрленет.

 

«Аталан» вӗренӳ форумӗ паянах вӗçленмест-ха, çак форматпах ыран, декабрӗн 22-мӗшӗнче, Нурлат хулинче Кама леш енчи районсенчи чăваш ачисемпе тӗл пулать. Аса илтеретпӗр, вăл республикăри чăваш ачисен хушшинче «Манăн проект – манăн халăха!» проект конкурсне те пуçарчӗ. Ăна декабрӗн 24-мӗшӗнче республикăри шкул ачисен хушшинче чăваш чӗлхипе тата литературипе иртекен олимпиади хыççăн пӗтӗмлетӗç. Пӗр сăмахпа, ăнăçу сана, «АТАЛАН»!

Ирина Кузьмина.

 А.Илюхина сăнӳкерчӗкӗ)

Продолжить чтение

Назад: И.Я.Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалланă конкурс
Далее: В Татарстане стартовал чувашский форум школьников «Аталан»

Республиканская газета на чувашском языке «Сувар»

 

Гостиница «Акспай»

 

 

 


bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch
 ДЛЯ СЛАБОВИДЯЩИХ
© РОО «Ассамблея народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-99 E-mail: an-tatarstan@yandex.ru
ГБУ «Дом Дружбы народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-90 E-mail: mk.ddn@tatar.ru
420107, г. Казань, ул. Павлюхина, д. 57