Перейти к содержимому
РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

Основное меню
  • Портал
  • Главная
  • Об организации
    • Руководство
    • Структура
    • Документы
    • Контакты
  • Новости
  • Медиа
    • Видео
    • Фото
  • Гостевая
  • Главная
  • Новости
  • Чăваш театрӗн 100 çулхи юбилейӗ Хусанта

Чăваш театрӗн 100 çулхи юбилейӗ Хусанта

admin 09.01.2018

(9 января 2018) К.В.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗ Хусанта (1918 ç., январӗн 27-мӗшӗ) йӗркеленсе кайни пирки пӗлмен чăваш çук. Малтанласа театр коллективӗ хăйне «Чăваш драми» тесе палăртнă, каярахпа «Чăвашсен куçса çӳрекен совет театрӗ» пулса тăнă, 1933 çулта академи ятне илнӗ, 1959 çултанпа К.В.Иванов ятне йышăннă.

Чăваш театрӗ хăйӗн репертуарне вырăс драматургӗн А.Н.Островскин «Хăв пурăнас тенӗ пек ан пурăн» («Не так живи, как хочется») спектаклӗпе пуçланă. Режиссерӗ И.С.Максимов-Кошкинский пулнă.

Кăçал Чăваш патшалăх драма театрӗ йӗркеленнӗренпе 100 çул çитет. Çак сумлă мероприятие театр Хусанта та палăртса хăварасшăн. Кун пирки пире театрăн илемлӗ пултарулăх ертӳçи, режиссерӗ, СССР халăх артисчӗ Валерий Яковлев хăй пӗлтерчӗ.

Хусанта февраль уйăхӗнче вӗсем хальхи ТЮЗра (шăпах çак çуртра 100 çул каялла чăваш театрӗ йӗркеленсе кайнă. –Авт.) хăйсен репертуарӗнчи чи пӗрремӗш спектакле лартма хатӗрленеççӗ.

–        Пирӗн театрăн историйӗ Хусанпа тачă çыхăннă. Çавăнпа эпир юбилее Тутарстанăн тӗп хулинче те палăртса хăвармаллах тетпӗр. Островскин «Хăв пурăнас тенӗ пек ан пурăн» пьесине лартасшăн. Хусанта пурăнакан чăвашсене пурне те спектакле кӗтетпӗр, – терӗ Валерий Николаевич Шупашкарта тӗл пулсан.

Паянхи куна спектакль кунне палăртман-ха. Ун пирки сире уйрăммăн çырса пӗлтерӗпӗр.

Ирина Трифонова.

Продолжить чтение

Назад: В Казани прошел чувашский новогодний концерт
Далее: Открыта регистрация на VIII Республиканский молодежный форум «Наш Татарстан»

Республиканская газета на чувашском языке «Сувар»

 

Гостиница «Акспай»

 

 

 


bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch
 ДЛЯ СЛАБОВИДЯЩИХ
© РОО «Ассамблея народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-99 E-mail: an-tatarstan@yandex.ru
ГБУ «Дом Дружбы народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-90 E-mail: mk.ddn@tatar.ru
420107, г. Казань, ул. Павлюхина, д. 57