Перейти к содержимому
РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

Основное меню
  • Портал
  • Главная
  • Об организации
    • Руководство
    • Структура
    • Документы
    • Контакты
  • Новости
  • Медиа
    • Видео
    • Фото
  • Гостевая
  • Главная
  • Новости
  • Тутарстанран Петербурга Вера Кожеманова каять

Тутарстанран Петербурга Вера Кожеманова каять

admin 25.01.2018

(25 января 2018) Чăваш наци конгресӗ Раççей Президенчӗн «Халăхсен наци пуянлăхӗ – Раççей пуянлăхӗ» грант проекчӗпе кăçал Раççей шайӗнче темиçе чăваш мероприятийӗ ирттерме палăртать. Вӗсенчен пӗри январь уйăхӗн 27-28-мӗшӗсенче Петербург хулинче пулӗ. Чăваш наци конгресӗ Мускав, Самара, Тутарстан, Тюмень тата ытти регионсенчи, Эстони çӗршывӗнчи Чăваш наципе культура автономийӗсен пайташӗсемпе (пурӗ 40 делегат) Петербургри тата Ленинград облаçĕнчи чăвашсен пӗрлӗхӗсемпе унти Халăхсен Туслăх çуртӗнче тӗл пулӗç. «Çавра сӗтелсем», чăваш культурипе мастер-классемсӗр пуçне пысăк концерт та пулӗ.

 

Тутарстанран ку мероприятие пултаруллă çамрăк юрăç Вера Кожеманова хутшăнӗ. Хăй каланă тăрăх, çурçӗрти хуламăрти ентешсем патне пушă алăпа каймасть. Концерт программине хутшăнса «Савнă тусăм» тата «Пӗтӗмпех килет санран» çӗнӗ юррисене юрласа парӗ тата Тутарстан чăвашӗсен саламне çитерӗ. Çапла майпа Петербург чăвашӗсем, вӗсем кăна та мар, тутарстансен пултарулăхӗпе паллашӗç. Вера çурçӗрти хуламăра та хăйӗн сассипе тыткăнласса пӗрре те иккӗленместпӗр, çавăнпа ăна вăрăм çула кайса килме ăнăçу сунатпăр!

Сувар.

Продолжить чтение

Назад: Валерий Чершинцев: «Мы едины традициями и культурой народов»
Далее: 17 февраля — Масленица!

Республиканская газета на чувашском языке «Сувар»

 

Гостиница «Акспай»

 

 

 


bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch
 ДЛЯ СЛАБОВИДЯЩИХ
© РОО «Ассамблея народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-99 E-mail: an-tatarstan@yandex.ru
ГБУ «Дом Дружбы народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-90 E-mail: mk.ddn@tatar.ru
420107, г. Казань, ул. Павлюхина, д. 57