Перейти к содержимому
РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

Основное меню
  • Портал
  • Главная
  • Об организации
    • Руководство
    • Структура
    • Документы
    • Контакты
  • Новости
  • Медиа
    • Видео
    • Фото
  • Гостевая
  • Главная
  • Новости
  • Чăвашсен йăли-йĕркипе …

Чăвашсен йăли-йĕркипе …

admin 28.01.2019
(28 января 2019) Пӗлтӗр Чăваш наци конгресĕн культура комитечӗ пуҫарса янӑ «Аваллăха упраса, малашлăха ĕненсе» уҫӑ вулавсем (авторӗ Вера Архипова) кӑҫал та малалла тӑсӑлать.

Проектӑн тӗллевӗ — Чăваш Енре пурӑнакан тата ун тулашĕнче тĕпленнĕ ентешсем патне çитсе вырӑнти йăла-йĕркене тĕпчесси, чӑваш халӑх йӑли-йӗркине упраса хӑварасси тата ҫак ӗҫе ҫитӗнекен ӑрӑва явӑҫтарасси.

Çак проектпа килĕшÿллĕн культура комитечĕ тӑван республикӑри тĕрлĕ районӗсене тата Раҫҫей Федерацийӗн йăхташсем пурăнакан регионӗсене (Пушкăрт тата Тутар республикисене, Чĕмпĕр тăрӑхне) çитсе килме палӑртнă.

Кăçалхи çулçӳреве нарăс уйăхĕн 2-мĕшĕнче ирхине 9 сехетре Муркаш районĕнчи Калайкасси шкулĕнче пуҫласшӑн.

Тури чăвашсен йăли-йĕркипе паллаштаракан анлă мероприятине Калайкаси шкулӗнчи тата Юçкасси ялĕнчи культура çурчĕн фольклор ушкӑнӗсем хутшăнĕç.

Мероприятин тĕп лекторĕ — Чăваш халăх наукăпа ÿнер академийĕн ертÿçи, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Евгений Ерагин.

Кунтах ЧНК культура комитечĕн пайташĕсем- ал-ĕç ăстисем, хореографсем, юрăçсем ăсталăх урокĕсем ирттерĕç, куравсем йĕркелĕç.

Тури чăвашсен йăли-йĕркипе паллаштаракан уçă вулавсене культура комитечĕ пурне те пĕрлештерекен вăйă картипе пĕтересшĕн.

ЧНК пресс-служби

Продолжить чтение

Назад: Шупашкарта Хусанкай паркĕ тăвасшăн
Далее: Родные языки сохранят на федеральном уровне

Республиканская газета на чувашском языке «Сувар»

 

Гостиница «Акспай»

 

 

 


bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch
 ДЛЯ СЛАБОВИДЯЩИХ
© РОО «Ассамблея народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-99 E-mail: an-tatarstan@yandex.ru
ГБУ «Дом Дружбы народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-90 E-mail: mk.ddn@tatar.ru
420107, г. Казань, ул. Павлюхина, д. 57