Перейти к содержимому
РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

Основное меню
  • Портал
  • Главная
  • Об организации
    • Руководство
    • Структура
    • Документы
    • Контакты
  • Новости
  • Медиа
    • Видео
    • Фото
  • Гостевая
  • Главная
  • Новости
  • Мартра Шупашкарта Мăн Канаш пухăнӗ

Мартра Шупашкарта Мăн Канаш пухăнӗ

admin 03.03.2020

(3 марта 2020) Мартăн 20-мӗшӗнче Шупашкарти Çеçпӗл Мишши ячӗллӗ Çамрăксен театрӗнче Чăваш Наци Конгресӗн Мăн Канашӗн ларăвӗ пулать. Унта 2019 çулта тунă ӗçсене пӗтӗмлетӗç тата Чăваш Республикин патшалăх наци политикине Чăваш автономийӗ 100 çул тултарнине халалланă çулта еплерех пурнăçлассине сӳтсе явӗç.

2020 çулхи Пӗтӗмраççейри халăх çыравӗнче наципе культура организацийӗсен ăнлантару ӗçӗ пирки те калаçӗç канашлăва пухăннисем.  Федераллă патшалăх статистика службин Чăваш Республикинчи территори органӗн ертӳçи Э.Г.Максимова ăнлантарса парӗ кун çинчен.

Чăваш Автономи облаçӗ 100 çул тултарнине, Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 75 çул çитнине, 2020 çулта Екатеринбургра Пӗтӗмчăваш Акатуйне уявласси пирки те калаçӗç Мăн Канаша кӗрекенсем.

Çавăн пекех Севастопль хулинче Крыма фашистсенчен ирӗке кăларнă чухне вилнӗ чăваш ывăлӗ-хӗрӗсене асăнса «Хурланакан амăш» палăка лартассине те сӳтсе явма палăртнă пухура.

Паллах, ытти ыйтусене те хускатӗç тӗрлӗ çӗртен пухăннă чăвашсем. Пуху пуçламăшне 10.00 сехете палăртнă.

Илья Туманов.

Информационный центр ЧНКА в РТ.

Продолжить чтение

Назад: Чуваши Татарстана отпраздновали Масленицу
Далее: Артисты из Чувашии поздравили жителей Казани с Международным женским днём

Республиканская газета на чувашском языке «Сувар»

 

Гостиница «Акспай»

 

 

 


bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch
 ДЛЯ СЛАБОВИДЯЩИХ
© РОО «Ассамблея народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-99 E-mail: an-tatarstan@yandex.ru
ГБУ «Дом Дружбы народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-90 E-mail: mk.ddn@tatar.ru
420107, г. Казань, ул. Павлюхина, д. 57