Перейти к содержимому
РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

Основное меню
  • Портал
  • Главная
  • Об организации
    • Руководство
    • Структура
    • Документы
    • Контакты
  • Новости
  • Медиа
    • Видео
    • Фото
  • Гостевая
  • Главная
  • Новости
  • Михаил Игнатьев пульницара вилсе кайнă

Михаил Игнатьев пульницара вилсе кайнă

admin 22.06.2020

(20 июня 2020) Шел пулин те хурлăхлă хыпар çирӗпленчӗ. Чăваш Енӗн иккӗмӗш Президенчӗ тата пӗрремӗш Пуçлăхӗ пулнă, республикăна 9 çул ытла ертсе пынă Михаил Васильевич Игнатьев йывăр чире çӗнтереймесӗр вилсе кайрĕ.

Экс-пуçлăх аманланса пынă чӗре чирне (сердечная недостаточность) пула вилнӗ. Çакăн çинчен журналистсене Питӗрти В.А.Алмазов ячӗллӗ медицинăпа тӗпчев центрӗн тӗп врач çумӗ Раиса Конашкова пӗлтернӗ.

Ун сăмахӗсемпе, Игнатьев малтан та пӗрре мар медицина пулăшăвӗ ыйтса килнӗ пулнă вăл центра. Кăçал февраль уйăхӗнче килсен те унăн сывлăхӗ йывăр пулнă, Игнатьевăн анлă инфаркт пулнă иккен. Çакăн хыççăн чӗре çителӗксӗрлӗхне пула шалти органсен функцийӗ пăсăлнă. Игнатьев медцентра май уйăхӗнче те выртнă пулнă.

«Лару-тăру икӗ енлӗ пневмонияпа та йывăрланнă, – тесе пӗтлернӗ Конашкова,  –  чирлӗ çын амаланса пыракан чӗре çителӗксӗрлӗхне пула вилнӗ».  

Михаил Игнатьев 1962 çулхи кăрлачăн 8-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Кĕçĕн Турхан ялĕнче çуралнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ пуличчен вăл тăван хуçалăх ертӳçинче, Ял хуçалăх министерствинче, Шупашкар район администрацийĕн пуçлăхĕнче тăрăшнă. Çамрăк чухнехи ĕç  биографийĕнче – «Химпромри» электромонтер та, тăван «Прогресс» хуçалăхри бригадир та.

  Игнатьевăн Чăваш Республикин ертӳçинчи ӗçне тӗрлӗрен хаклама пулать. Япăххине шыраканни – начаррине тупать-тӗр, мухтас текенни яланах лайăххи çинчен калать. Карьери мӗнле вӗçленсен те Игнатьев тăван республикине мала яма вăй килнӗ таран тăрăшнă. Тăрăшмарӗ тесе калама чӗлхе çаврăнмасть. Çитӗнӗвӗсем те çук мар.

Михаил Васильевичăн тăванĕсемпе тата çывăх çыннисемпе пĕрле чунтан хурланни çинчен пӗлтеретпӗр.

Илья Туманов.

Информационный центр ЧНКА в РТ.

Продолжить чтение

Назад: Чăваш театрӗ интернетра гастрольсем пуçланă
Далее: Дом Дружбы народов города Нурлат готовится к торжеству

Республиканская газета на чувашском языке «Сувар»

 

Гостиница «Акспай»

 

 

 


bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch
 ДЛЯ СЛАБОВИДЯЩИХ
© РОО «Ассамблея народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-99 E-mail: an-tatarstan@yandex.ru
ГБУ «Дом Дружбы народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-90 E-mail: mk.ddn@tatar.ru
420107, г. Казань, ул. Павлюхина, д. 57