Перейти к содержимому
РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

Основное меню
  • Портал
  • Главная
  • Об организации
    • Руководство
    • Структура
    • Документы
    • Контакты
  • Новости
  • Медиа
    • Видео
    • Фото
  • Гостевая
  • Главная
  • Новости
  • Чӗмпӗрте Ленин мемориалӗ ҫӗнелет

Чӗмпӗрте Ленин мемориалӗ ҫӗнелет

admin 29.03.2021

(29 марта 2021) Ульяновск облаҫӗн губернаторӗ Чӗмпӗр чӑвашӗсем И.Я.Яковлев ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркелесе янӑранпа 150 ҫул ҫитнине халалласа палӑк лартма хатӗрленнине те ырланӑ.

 

Пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче Сергей Морозов губернатор регионти музейсемпе архивсен управçисене, библиотекарьсене, ӳнерпе ăслăлăх вĕрентӳçисене, отрасль ветеранĕсене Пĕтĕм Раççейри культура ĕçченĕсен кунĕпе саламлани ҫинчен пӗлтерет Чӗмпӗрти «Канаш» хаҫат.

 

«2020 çулхи пандеми тапхăрне пăхмасăр ку тытăм аталаннине палăртмалла, – тенĕ регион пуçлăхĕ. – Ведомство çурчĕсем мероприятийĕсене онлайн форматпа ирттерчĕç. Пуш-раштав уйăхĕсенче хăйсен ĕçне 2700 хутчен интернетра кăтартрĕç, «РФ Культури» порталта» – 150.

Иртнĕ çул облаçри культура учрежденийĕсем питĕ пысăк проектсене пурнăçа кĕртнине каламалла. Çĕнĕ историйĕн патшалăх архивĕ «Письма с фронта: треугольники судьбы» кăларăм хăтлавне ирттернĕ. Унта 800 ытла çыру кĕнĕ. Ульяновскри çамрăксен театрĕ «Белорусский вокзал» тăвăма пурнăçа кĕртсе совет халăхĕн хăюлăхĕпе хастарлăхĕ çинчен каласа панă.

Тĕп юсав Культура çурчĕсене çĕнĕлле ĕçлеттерсе яма май парать. Чылай районта библиотекăсене юсаççĕ, Ульяновскра пукане театрĕ хута кайнă, Ленин мемориалĕ çĕнелет.

Аса илтеретпӗр, Ульяновск облаҫӗн губернаторӗ Чӗмпӗр чӑвашӗсем И.Я.Яковлев ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркелесе янӑранпа 150 ҫул ҫитнине халалласа палӑк лартма хатӗрленнине те ырланӑ. Вӑл хулана илем кӳрекен культура пӗлтерӗшӗллӗ скульптура пуласса шанас килет.

«Сувар» хасат.

Сӑнӳкерчӗк «Канаш» хаҫатран

Информационный центр ЧНКА в РТ.

Продолжить чтение

Назад: «Туган тел» мастер-классен конкурсӗнче чăваш учителӗсем маттур пулчӗç
Далее: Вечная память!

Республиканская газета на чувашском языке «Сувар»

 

Гостиница «Акспай»

 

 

 


bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch
 ДЛЯ СЛАБОВИДЯЩИХ
© РОО «Ассамблея народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-99 E-mail: an-tatarstan@yandex.ru
ГБУ «Дом Дружбы народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-90 E-mail: mk.ddn@tatar.ru
420107, г. Казань, ул. Павлюхина, д. 57