Перейти к содержимому
РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

Основное меню
  • Портал
  • Главная
  • Об организации
    • Руководство
    • Структура
    • Документы
    • Контакты
  • Новости
  • Медиа
    • Видео
    • Фото
  • Гостевая
  • Главная
  • Новости
  • Тутарстанри Чăваш çыравçисен союзне ертсе пыма Ирина Трифонована суйларӗç

Тутарстанри Чăваш çыравçисен союзне ертсе пыма Ирина Трифонована суйларӗç

admin 27.09.2021

(27 сентября 2021) Сентябрӗн 24-мӗшӗнче Хусанти халăхсен Туслăх Çуртӗнче ЧНКА çумӗнчи Тутарстанри чăваш çыравçисен союзӗн V съезчӗ тата Владимир Кашкаровăн СССР Геройӗ Семен Коновалов çинчен çырнă «Танго над пропастью» кӗнекин хăтлавӗ иртрӗ.

 Унта Тутарстанри çыравçăсемпе районсенчи ЧНКЦ председателӗсемсӗр пуçне Шупашкартан килнӗ хăнасем те хутшăнчӗç. Çавсен шутӗнче «Тăван Атăл» журналăн тӗп редакторӗ, паллă писатель Арсений Тарасов, Чăваш наци радиовӗн ӗçченӗ Александр Вражкин тата ыттисем пулчӗç.

Чăваш çыравçисен пӗрлӗхӗн ӗçӗсемпе тата планӗсемпе Союз председателӗн çумӗ, ТР Писательсен союзӗн пайташӗ, писатель тата поэт Евгений Турхан доклад туса паллаштарчӗ. Тухса калаçакансен шутӗнче çыравçă Виталий Козлов, ТР таврапӗлӳçисен союзӗн председателӗ Александр Семенов, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова пулчӗç.

Владимир Кашкаровăн кӗнекин хăтлавне ТР Халăхсен ассамблейин Нурлат районӗнчи представительствин председателӗ, Нурлатри Туслăх Çурчӗн директорӗ, ЧНКЦ председателӗ Галина Терентьева илсе пычӗ. Кӗнеке пирки хăй шухăшне Маргаритта Литта, Шупашкартан килнӗ хăнасем пӗлтерчӗç. Автор кӗнекене çырнă историпе паллаштарчӗ, ăна кăларма пулăшакансене тав турӗ. Уйрăмах ТР экологи министрне Александр Шадрикова.

Съездра писательсен ӗçӗпе çыхăннă ыйтусене, литературăн малашнехи аталанăвне сӳтсе яврӗç. Чăваш чӗлхине, литературине тата жанрсен тӗрлӗлӗхне аталантарас шутпа союз çумӗнче пуçлакан çыравçăсен секцине йӗркелеме йышăнчӗç.

Ку çулсенче Тутарстанри Чăваш çыравçисен союзне ТР тата ЧР Писательсен союзӗн пайташӗ, паллă çыравçă Николай Сорокин ертсе пычӗ. Шел пулин те, июлӗн 5-мӗшӗнче аслă юлташăмăр, хисеплӗ Николай Михайлович пиртен ӗмӗрлӗхех уйрăлса кайрӗ.

Союз ӗçне малалла ертсе пыма делегатсем пӗр саслăн пулса «Сувар» хаçатăн тӗп редакторне Ирина Трифонована шанса пачӗç.  Юлашкинчен мероприятире çӗкленӗ ыйтусемпе сӗнӳсем тăрăх Тутарстанри Чăваш çыравçисен союзӗн резолюцине йышăнчӗç тата писательсен йышне çӗнӗ пайташсене йышăнчӗç. Çавсен шутӗнче Елена Хлынова (Пăва, Пӳркель), Владимир Кашкаров (Нурлат) тата Константин Малышев (Хусан) пулчӗç.

Тӗплӗнрех «Сувар» хаçатра вуласа пӗлме пултаратăр.

А.Вражкин сăнӳкерчӗкӗсем. 

Газета Сувар

Continue Reading

Previous: Дни чувашской культуры в Казани продолжились просмотром фильма
Next: Межрегиональный фестиваль «Театральные сезоны» завершил Чувашский театр

Республиканская газета на чувашском языке «Сувар»

 

Гостиница «Акспай»

 

 

 


bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch
 ДЛЯ СЛАБОВИДЯЩИХ
© РОО «Ассамблея народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-99 E-mail: an-tatarstan@yandex.ru
ГБУ «Дом Дружбы народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-90 E-mail: mk.ddn@tatar.ru
420107, г. Казань, ул. Павлюхина, д. 57
Политика обработки персональных данных Согласие на обработку персональных данных

Мы используем файлы cookie. Оставаясь на сайте, вы соглашаетесь с политикой конфиденциальности