Аксура тӗл пуличчен!

(10 июля 2018) Уяв малашне пӗр вырăнта тӗпленмест, çитес çул ăна Аксу районӗ йышăнать.

Уяв кунӗпех кӗрлесе кăна тăчӗ, Уяв лаптăкӗнче сценăсем кăна темиçеччӗ. Вӗсем çинче пӗр-пӗринпе ылмашăнса ансамбльсем юрларӗç. Тепӗр сцена çинче чипер хӗрсен «Уяв пики» конкурсӗ пулчӗ. Палăртса хăварам, çак сценăсенчен пӗрин умӗ те çынсăр тăмарӗ. Халăх пултарулăх ушкăнӗсемпе пӗрле юрларӗ те, ташларӗ те. Чи пӗчӗккисем вара батут çинче сикрӗç, тӗрлӗ вăйăсем вылярӗç. Çапла савăнса иртрӗ чăваш культурин черетлӗ уявӗ.

 

Кăçал тепӗр çӗнӗлӗх те кӗртсе хăварчӗç. Уяв малашне пӗр вырăнта тӗпленмест, çитес çул ăна Аксу районӗ йышăнать.  Куçса çӳрекен кубокпа ялава Нурат район ертӳçи К.Ахметшин Аксу район ертӳçине К.Гилманова пачӗ. Эппин, çитес çул Аксура тӗл пуличчен! (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Ирина Кузьмина.

 

Добавить комментарий

bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch