«Аталанăн» çӗнӗ ертӳçи Сĕпрел районĕнчен

(2 октября 2018) Иртнĕ вырсарникун Хусанта республикăри чăваш çамрăкӗсен конференцийӗ иртрӗ. Районсенчен пурӗ 60 ытла делегат тата Чăваш Енри  чăваш çамрăкӗсен «Хавал» пӗрлешӗвӗн представителӗсем килчӗç. Конференци ӗçне ТР Халăхсен Туслăх Çурчӗн директорӗ Ирек Шарипов, ТР ЧНКА Ӗçтăвком председателӗ Владимир Иванов, ТР ЧНКА Ӗçтăвком председателӗн çамрăксемпе ӗçлекен çумӗ Артем Носков, ТР Халăхсен Çамрăксен ассамблейин председателӗ Тимур Кадыров, «Сувар» хаçат редакторӗ Константин Малышев хутшăнчӗç.

Кун йӗркинчи тӗп ыйту ТР ЧНКА çумӗнчи чăваш çамрăкӗсен «Аталан» пӗрлешӗвӗн  ӗçне пӗтӗмлетесси тата çамрăксен пӗрлешӗвӗн çӗнӗ тытăмӗпе пӗредседательне суйласси пулчӗ. «Аталанăн»  проекчӗсене мӗнле пурнăçа кӗртнипе «Аталанăн» председателӗ, Хусанти медуниверситет студентки Елена Павлова паллаштарчӗ.  Палăртса хăварар, юлашки çулсенче «Аталан» пӗрлешӗве ертсе пынăскер вăл чăнах та вăйлă лидер пулнине кăтартрӗ. Анчах та наука ӗçӗ çырма тытăннăран пушă вăхăт çитменнипе председательрен кайма шутланă. Çавăнпа  чăваш çамрăкӗсен çӗнӗ лидер суйлама тиврӗ.

Чăваш çамрăкӗсемшӗн çӗнӗ лидер суйласси ячӗшӗн кăна ирттерекен процедура пулмарӗ. Çак вырăнта малашне те вăйлă çамрăка курасшăн вӗсем. Çавăнпа хăйсен йышӗнчен тăратнă виçӗ кандидатран (Алена Гордеева, Анастасия Ильина, Ксения Романова) пӗрне суйламаллаччӗ. Çак тӗллевпе кашни  делегатăн сассине шута илчӗç. Урăхла каласан, валеçсе панă бюллетеньре кашни делегат хăй камшăн сасăланине кăтартмаллаччӗ.  Çапла вара чи нумай сасă пухса Хусанти Энергетика университечӗн виççӗмӗш курс студентки Алена Гордеева çӗнтерчӗ. Алена Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми хӗрӗ, пулас инженер-эколог. «Аталан» пӗрлешӗвӗнче çӗнӗ çын мар, эппин, шанăçа тӳрре кăларатех тесе шутлатпăр. Конференци çинчен тӗплӗнрех «Сувар» хаçатăн çӗнӗ номерӗнче вуласа пӗлме пулать. ( В. Борисов сăнӳкерчӗкӗсем).

Ирина Кузьмина.

Добавить комментарий

bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch