Перейти к содержимому
РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

Основное меню
  • Портал
  • Главная
  • Об организации
    • Руководство
    • Структура
    • Документы
    • Контакты
  • Новости
  • Медиа
    • Видео
    • Фото
  • Гостевая
  • Главная
  • Новости
  • Азнакай чăвашӗсем клублă пулчӗç

Азнакай чăвашӗсем клублă пулчӗç

admin 21.09.2018

(21 сентября 2018) Азнакай районӗнчи пӗртен-пӗр чăваш ялӗнче – Çутăкӳлре – паян нумай функциллӗ центр уçăлчӗ.

Çутăкӳл ялӗнчи клуба паян Вячеслав Христофоров уçрӗ. ТР культурăн тава тивеçлӗ ӗçченӗпе пӗрле Азнакай районӗн пуçлăхӗ Марсель Шайдуллин, ТР Муниципалитетсен канашӗн председателӗ Экзам Губайдуллин, ТР Культура министерствин представителӗ Гали Габдрахманов тата ытти хăнасем пулчӗç Азнакай районӗнчи пӗртен-пӗр чăваш ялӗн уявӗнче.

Президент программипе кунти Культура çуртне тума кăçалхи июнь уйăхӗнче тытăннă. Вăл Тутарстанри 255-мӗш çӗнӗ клуб пулса тăчӗ. Вăл  50 вырăнлăх кăна. Анчах та унччен ялта Культура çурчӗ пулманнипе çутăкӳлсем кунпа та сапăр. Ялта хӗллехи вăхăтра 30 яхăн çын кăна пурăнать. Анчах та пӗр урамлă Çутăкӳлре пушă çурт çук. Çулла кунта пурнăç кӗрлет. Азнакайран 35 çухрăмра вырнаçнă ялпа кунта çуралнисем дача пек усă кураççӗ. Хур-кăвакал, выльăх усраççӗ. Вӗлле хурчӗсемпе аппаланакансем килӗрен тенӗ пекех. (А. Наумов сăнӳкерчӗкӗсем).

Çутăкӳлсене уяв ячӗпе саламлама Элмет районӗнчи Патраклăри «Çăлкуç» халăх ансамблӗ те килнӗччӗ.

Cувар.

Продолжить чтение

Назад: Вера Кожеманова Крымра юрларӗ
Далее: Кăнна Кушки чӳклеминче Иван Яковлев та пулчӗ

Республиканская газета на чувашском языке «Сувар»

 

Гостиница «Акспай»

 

 

 


bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch
 ДЛЯ СЛАБОВИДЯЩИХ
© РОО «Ассамблея народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-99 E-mail: an-tatarstan@yandex.ru
ГБУ «Дом Дружбы народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-90 E-mail: mk.ddn@tatar.ru
420107, г. Казань, ул. Павлюхина, д. 57