Перейти к содержимому
РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

Основное меню
  • Портал
  • Главная
  • Об организации
    • Руководство
    • Структура
    • Документы
    • Контакты
  • Новости
  • Медиа
    • Видео
    • Фото
  • Гостевая
  • Главная
  • Новости
  • Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе саламлатăп сире, хаклă ентешĕмĕрсем

Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе саламлатăп сире, хаклă ентешĕмĕрсем

admin 22.04.2015

(22 апреля 2015) Чăваш наци конгресĕ тĕп ĕçсене чăваш чĕлхи тавра йĕркелесе пырать. Ку енĕпе пире вăй хума Чăваш Республикин «Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен» калакан саккун пулăшать.

Чăваш наци конгресĕ тĕп ĕçсене чăваш чĕлхи тавра йĕркелесе пырать. Ку енĕпе пире вăй хума Чăваш Республикин «Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен» калакан саккун пулăшать.Вăл чи малтанах тăван чĕлхене юратас тата упраса хăварас тивĕçе аса илтерет, ытти халăхсен чĕлхине хисеплеме вĕрентет.

Пирĕн республикăра чăваш чĕлхи вырăс чĕлхипе танах патшалăх чĕлхи шутланать. Çак ырă пулăм тăван чĕлхен тивĕçĕпе пĕлтерĕшне ÿстерме майсем парать. Кунта ĕçлемелли пайтах.

Чăваш Республикинче 2015 çулта К.В. Иванов çулталăкне ирттерме палăртнине эпир ырлатпăр. Чăвашсем йышлă пурăнакан регионсене К.В.Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнин уявне тивĕçлĕ шайра ирттерме пулăшасси çинчен пĕлтеретпĕр.

Кашниех хăй вырăнĕнче тата тăван халăхшăн тăрăшакансемпе алла-аллăн тытăнса вăй хурсассăн тин чăваш чĕлхин шăпине лайахлатма пулать. Пĕтĕмпех хамăртан килет. Çак арпашуллă тĕнче кисренĕвĕнче тăван чĕлхемĕрĕн пĕлтерĕшĕпе сумне ÿстерме тата упраса хăварма май килнĕ таран вăй-хал тупасчĕ.

Тăван чĕлхе çынсене пĕрлĕх туйăмĕ парсах тăтăр, наци культурин аталанăвне паха витĕм кÿтĕр. Пуян та çепĕç чĕлхен халăха пĕрлештерекен вăйĕ ÿссех пытăр.

Чăваш чĕлхи кунне эпир И.Я. Яковлев çуралнă кун, ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче паллă тăватпăр. Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ уяв ячĕпе пурне те тулли кăмăлпа саламлатăп, çамрăк ăрăва ăс-хакăл пама сирĕн чун хавалĕ тата нумай-нумай çула пытăр. Пултарулăхпа çирĕп сывлăх ан иксĕлччĕр. Чăвашлăха çирĕплетес ĕçре пысăк çитĕнÿсем тума чăтăмлăх, тăван чĕлхешĕн тăрăшма вăй-хал сунатăп.

Н.Ф.Угаслов, Чăваш наци конгресĕн Президенчĕ

Продолжить чтение

Назад: Вирьялсен ассоциацине йĕркелесшĕн
Далее: «Никрут юрри» в Доме Дружбы народов

Республиканская газета на чувашском языке «Сувар»

 

Гостиница «Акспай»

 

 

 


bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch
 ДЛЯ СЛАБОВИДЯЩИХ
© РОО «Ассамблея народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-99 E-mail: an-tatarstan@yandex.ru
ГБУ «Дом Дружбы народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-90 E-mail: mk.ddn@tatar.ru
420107, г. Казань, ул. Павлюхина, д. 57