Перейти к содержимому
РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

Основное меню
  • Портал
  • Главная
  • Об организации
    • Руководство
    • Структура
    • Документы
    • Контакты
  • Новости
  • Медиа
    • Видео
    • Фото
  • Гостевая
  • Главная
  • Новости
  • Чăваш культурин кунĕнче Иркутск ертÿлĕхĕ те савăннă

Чăваш культурин кунĕнче Иркутск ертÿлĕхĕ те савăннă

admin 05.06.2017

(5 июня 2017) Çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнче Иркутск хули 356 çул тултарнине уявларĕç.

Уявăн пĕр пайĕ вара чăваш культурин кунне ирттерни пулчĕ. «Труд» спорт керменĕ çумĕнчи лапамра юрри-ташшипе хула халăхне чăвашсем савăнтарчĕç. Кунта «Мурманскран Байкал таран» çулçÿреве хутшăнакан ЧНК хастарĕсем, регионсенчи наципе культура автономийĕсем хутшăнчĕç.

otbrapb

Йăхташăмăрсем пурĕ 12 регионтан килнĕ. Уява Чăваш ен, Чĕмпĕр, Саратов, Чулхула, Пенза, Тюмень, Пушкăртстан, Томск, Ямало-Ненецск автономи округĕ, Свердловскпа Кемерово, Красноярск тата паллах Иркутск тăрăхĕсенчен.

Вероника Васильевна Тимофеева ертсе пыракан Иркутск тăрăхĕнчи «Юлташ» наципе культура автономийĕ тăрăшнипе чăваш культурин кунĕ пуриншĕн те асра юлмалла илемлĕ иртрĕ. Паллах, автономи хастаррине кура Иркутск тăрăхĕн ертÿлĕхĕ яланах пулăшса пырать.

Кунти вăхăтпа кăнтăрла 12 сехетре Раççей тĕрлĕ кĕтесĕсенчен чăваш Акатуйне тата чăваш культурин кунне паллă тума çитнĕ наципе культура автономийĕсен хастарĕсем, фольклор ушкăнĕсем уява килнĕ ытти халăхпа пĕрле хула урамĕпе утрĕç.

Чăваш Ен тата Акатуй ялавĕсене йăтнă, тĕлĕнмелле илемлĕ чăваш тумĕсем тăхăннă ушкăн чи капăрри, илĕртÿлли пулчĕ. Утнă май уява ертсе пыракансем Иркутск тăрăхĕнчи «Юлташ» наципе культура автономийĕ пĕлтĕр кунти автономисем хушшинче чи лайăххи ята çĕнсе илни пирки темиçе хут та асăннине илтме пурне те кăмăллă пулчĕ. Уяв парадĕнче утакан чăвашсен ушкăнĕнче Чăваш Республикин культура, национальнăçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Константин Яковлев, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов пулни пурне те хавхалантарчĕ.

995

Тăван чĕлхепе юрласа, чăвашла ташласа уяв лапамне çитиех хăпартланса утрĕç вĕсем. Иркутскра пурăнакансем, хула кунне курма килнĕ хăнасем чăвашсене ăшшăн саламларĕç.

«Труд» спорт керменĕ умĕнче «чăваш картишĕсем», тĕрлĕрен куравсем ĕçлерĕç.

Иркутск, Томск, Красноярск, Сарă туран килнĕ хастарсем куравра уйрăмах палăрчĕç.

Сарă ту тăрăхĕнчи Вольск районĕнчи Калмантай ялĕнчен килнĕ Василий Андюков хăйĕн çăпатисемпе Крымри Акатуйра те тĕлĕнтернĕскер, кунта хăйне евĕрлĕ ăсталăх класĕ ирттерчĕ.

Чăвашсен уявне Иркутск хулин пуçлăхĕ Дмитрий Бердников, Облаçри Саккунсем кăларакан Пухун председателĕ Сергей Брилка, Иркутск тăрăхĕн кĕпĕрнаттăрĕн çумĕ Владимир Дорофеев та çитсе курчĕç.

— Иркутск хулинче 100 ытла тĕрлĕ халăх пурăнать. Кашни халăх хăйнеевĕрлĕхĕпе уйрăлса тăрать. Вĕсем пурте пирĕн хула культурине пуянлатаççĕ, илемлетеççĕ. Çавсенчен чи пултарулли — «Юлташ» наципе культура автономийĕ,- палăртрĕ Дмитрий Бердников. Вăл Чăваш наци конгресĕн президентне Николай Угаслова тата Чăваш Республикин Культура, национальнăçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрне Константин Яковлева çакăн пек сумлă мероприяти йĕркеленĕшĕн чунтан тав турĕ.

5_14

Николай Федорович Угасловпа унăн пĕрремĕш çумĕ Валерий Клементьев конгресс ячĕпе Дмитрий Бердникова парнелĕх чăваш тĕрриллĕ кĕпе пачĕç, Сергей Брилкăпа Владимир Дорофеева та уяв парнисĕр хăвармарĕç, чăваш тĕрриллĕ галстуксем тата «Чăваш тумĕ» кĕнеке парнелерĕç.

Иркутск хулипе облаçĕн ертÿлĕхĕнче тăрăшакансене чăвашсен вăйă карти кăмăла кайрĕ. Вĕсем те пĕр темиçе çаврăм туса чăваш вăййин асамлăхне туйрĕç.

Малалла вара Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем, Шупашкартан килнĕ «Çеçпĕл» ансамбль тата çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчи фольклор коллективĕсем чăваш юрри-кĕввипе уява илемлетрĕç.

ЧНК пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева.

Продолжить чтение

Назад: Поздравляем!
Далее: В Нижней Кондрате праздник прошел на славу.

Республиканская газета на чувашском языке «Сувар»

 

Гостиница «Акспай»

 

 

 


bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch
 ДЛЯ СЛАБОВИДЯЩИХ
© РОО «Ассамблея народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-99 E-mail: an-tatarstan@yandex.ru
ГБУ «Дом Дружбы народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-90 E-mail: mk.ddn@tatar.ru
420107, г. Казань, ул. Павлюхина, д. 57