Перейти к содержимому
РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

Основное меню
  • Портал
  • Главная
  • Об организации
    • Руководство
    • Структура
    • Документы
    • Контакты
  • Новости
  • Медиа
    • Видео
    • Фото
  • Гостевая
  • Главная
  • Новости
  • Чи пултаруллă пикесене конкурса йыхравлатпăр!

Чи пултаруллă пикесене конкурса йыхравлатпăр!

admin 08.11.2017

(8 ноября 2017) Чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕнче чăваш патшалăх культурăпа ÿнер искусствисен институтĕнче «Раççей чăваш пики-2017» регионсем хушшинчи конкурс пулать. Ăна Чăваш Республикин Культура, национальнăçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви пулăшнипе Чăваш наци конгресĕ йĕркелет.

Йĕркелÿ ĕçĕсем пуçланнă та ĕнтĕ. Раççей Федерацийĕн тĕрлĕ регионĕсенчи чăваш наципе культура пĕрлĕхĕсене тата республикăри районсен администрацийĕсене конкурс Йĕркине (Положенине) ярса панă, хамăр сайта та (http://chnk.ru/a/documents/47.html менюре-Документсем) вырнаçтарнă. Халĕ «Раççей чăваш пики-2017» конкурсăн йĕркелÿ комитечĕ сценари çырасси, афиша, реклама тĕлĕшĕпе, спонсорсене тупасси тата ытти тĕрлĕрен хатĕрленÿ ĕçĕсемпе тăрмашать.

Регионсем шайĕнчи конкурса хутшăнас текен чăваш хĕр-пикисене вырăнти наципе культура автономийĕсемпе çыхăнса Чăваш наци конгресĕн congress21@mail.ru электронлă адресĕпе ыйтса çырса (заявка) яма ыйтатпăр. Ыйтусем сиксе тухасран малтан конкурс Йĕркипе (Положенипе) тĕплĕн паллашăр.

Енчен те ăнланман самантсем пулсан — конгресăн маларах кăтартнă эл. адресĕпе çыру çырса ярса е çак телефонсемпе ыйтса пĕлме пулать: (8352) 62-35-61, 89199725359, 89278447648.

«Раççей чăваш пики-2017» конкурсăн йĕркелÿ комитечĕ.

Продолжить чтение

Назад: Глас народа чувашского. ЧНК – 25
Далее: Поздравляем!

Республиканская газета на чувашском языке «Сувар»

 

Гостиница «Акспай»

 

 

 


bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch
 ДЛЯ СЛАБОВИДЯЩИХ
© РОО «Ассамблея народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-99 E-mail: an-tatarstan@yandex.ru
ГБУ «Дом Дружбы народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-90 E-mail: mk.ddn@tatar.ru
420107, г. Казань, ул. Павлюхина, д. 57