Перейти к содержимому
РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

Основное меню
  • Портал
  • Главная
  • Об организации
    • Руководство
    • Структура
    • Документы
    • Контакты
  • Новости
  • Медиа
    • Видео
    • Фото
  • Гостевая
  • Главная
  • Новости
  • ЧНК çитес çул валли анлă ĕç-пуç палăртать

ЧНК çитес çул валли анлă ĕç-пуç палăртать

admin 25.12.2015

(25 декабря 2015) Яланхиллех президиумăн ку çулхи юлашки ларăвне ЧНК президенчĕ Николай Угаслов йĕркелесе пычĕ. Малтанах вăл конгресăн чи хастар пайташĕсене — Петр Ивантаевпа Эдуард Бахмисова çуралнă кунĕсемпе саламларĕ. Вĕсене çирĕп сывлăх, телей те ăнăçу сунса яваплă ĕçсемшĕн тав турĕ.

Ларури тĕп ыйту — 2016-мĕш çулхи ĕç планне сÿтсе явасси пулчĕ. Конгресс пайташĕсенчен кашни çитес çул валли палăртакан плана хăйĕн сĕнĕвне пама пултарчĕç. Сăмахран, вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕн председателĕ Геронтий Никифоров проекта кĕртнĕ республикăри ача сачĕсенче иртерме палăртнă конкурса халлĕхе пурнăçлама май çуккипе пăрахăçлама ыйтрĕ. Унăн сĕнĕвне шута илсе «Чи лайăх чăваш шкулĕ» ăмăртăва кăна плана кĕртме палăртрĕç.

ЧНК президенчĕн çумĕ Алексей Леонтьев чăваш чĕлхипе çыхăннă çавра сĕтелсем ирттерсен аваннине каларĕ.

Культура министерствин пай пуçлăхĕ Сергей Казаков çитес çулхи çу уйăхĕнче чăваш поэзийĕн кунне иртерме сĕнчĕ.

Сĕннĕ шухăшсене шута илсе президиумăн пайташĕсем Çĕнĕ çулччен 2016-мĕш çулăн ĕç планĕн проектне çĕнетме йышăнчĕç .

ЧНК президиумĕн ларăвĕнче тата темиçĕ ыйту пăхса тухрĕç: конгресĕн Тав çырăвне çирĕплетесси, Хисеп хучĕсем пама ятарлă комисси туса хурасси тата ытти те.

Ларăва пуçтарăннисене ЧНК президенчĕн пĕрремĕш çумĕ Валерий Клементьев раштавăн 28-мĕшĕнче, 13 сехетре, Шупашкарта Геннадий Волков ăсчаха асăнса лартакан палăка уçма йыхравларĕ.

ЧНК пресс-служби

 

Продолжить чтение

Назад: Депутат Госсовета РТ сделал подарок жителям Нурлатского района
Далее: В Аксубаево прошёл чемпионат по шахматам

Республиканская газета на чувашском языке «Сувар»

 

Гостиница «Акспай»

 

 

 


bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch
 ДЛЯ СЛАБОВИДЯЩИХ
© РОО «Ассамблея народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-99 E-mail: an-tatarstan@yandex.ru
ГБУ «Дом Дружбы народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-90 E-mail: mk.ddn@tatar.ru
420107, г. Казань, ул. Павлюхина, д. 57