Перейти к содержимому
РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

Основное меню
  • Портал
  • Главная
  • Об организации
    • Руководство
    • Структура
    • Документы
    • Контакты
  • Новости
  • Медиа
    • Видео
    • Фото
  • Гостевая
  • Главная
  • Новости
  • Çутă сăнарӗ асра упранӗ

Çутă сăнарӗ асра упранӗ

admin 11.01.2018

(11 января 2018) Çывăх тусăмăр, пултаруллă сăвăç, ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн пайташӗ Дмитрий Иванович Храмов вăхăтсăр вилсе кайнипе унăн çывăх çыннисемпе, тăванӗсемпе пӗрле тарăннăн хурланни çинчен пӗлтеретпӗр. Дмитрий Иванович çут тӗнчерен уйрăлни пирӗншӗн пуриншӗн те пысăк çухату. Унăн çутă сăнарӗ, ырă ӗçӗсем, хастарлăхӗ яланах пирӗн асра упранӗ.

 

ТР ЧНКА Канашӗ, ТР ЧНКА çумӗнчи чăваш çыравçисен союзӗ, «Сувар» хаçат редакцийӗ.

 

Дмитрий Иванович Храмов 1937 çулхи ноябрӗн 7-мӗшӗнче Тутарстан Республикинчи Аксу районӗнчи Кӗрешӗн (Савгачево) ялӗнче çуралнă. 1952 çулта ялти шкулăн çичӗ класӗнчен вӗренсе тухнă, каярах, 1965 çулта ялтах вăтам пӗлӳ илнӗ.

 

Виçӗ çул Совет Çарӗнче связист пулса хӗсметре тăнă хыççăн килне пӗрремӗш класлă телеграфист пулса таврăннă. Чистайри 9-мӗш профтехучилищӗре электрик специальноçне илнӗ хыççăн тăван тата таврари ялсене электричество кӗртме хутшăннă. Каярах тăван колхозра электрикра вăй хунă. 1963 çулта авланнă, виçӗ çултан пурăнма Анат

 

Кама поселокне, каярах хула ятне илнӗскере куçнă. Унта Шина завочӗпе НКНХ производство пӗрлешӗвӗсенче ӗçлесе ăмăртусенче çӗнтерсе пынă,

 

«За доблестный труд» медале тивӗçнӗ. Мăшăрӗпе, Елена Михайловнăпа пӗрле пилӗк ача çуратса ӳстернӗ. Пушă вăхăтра Дмитрий Иванович нумай вуланă, сăвăсем, корреспонденцисем çырнă, «Ял пурнăçӗ», «Сувар», «Хыпар», «Нижнекамский шинник» хаçатсемпе çыхăну тытнă, Анат Камăри «Шăнкăрав» ансамбль тата « Тамаша» халăх театрӗн ӗçне хастар хутшăннă.

Продолжить чтение

Назад: Чувашские артисты Буинского района участвовали на празднике у Дворца земледельцев
Далее: Акцие тӳрӗ эфирта пӗтӗмлетрӗмӗр

Республиканская газета на чувашском языке «Сувар»

 

Гостиница «Акспай»

 

 

 


bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch
 ДЛЯ СЛАБОВИДЯЩИХ
© РОО «Ассамблея народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-99 E-mail: an-tatarstan@yandex.ru
ГБУ «Дом Дружбы народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-90 E-mail: mk.ddn@tatar.ru
420107, г. Казань, ул. Павлюхина, д. 57