Ирина Трифоновăна пысăк çитӗнӳсем тума ăнăçу сунатпăр!

(27 мая 2019)  «ТАТМЕДИА» акционерсен обществин «Сувар» хаçат редакцийӗ» филиалӗн ертӳçи – тӗп редакторӗ пулса ӗçленӗ К.А.Малышев урăх ӗçе куçнăран 2019 çулхи майăн 21-мӗшӗнчен пуçласа ертӳçӗ тивӗçӗсене И.Ф.Трифонова пурнăçлать.

Ирина Федоровна Трифонова «Суварта» çӗнӗ çын мар, редакцире 1997 çултанпа тăрăшать. Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми ялӗнче 1977 çулта çуралнă. Хусанти патшалăх педагогика университетне (1999), Раççейри халăхсен хушшинчи туризм академине (2003), Хусанти патшалăх технологи университечӗ çумӗнчи «Стиль» Раççей-Итали шкулне (2010) пӗтернӗ. Пысăк опытлă журналист, талантлă çыравçă, хастар обществăлла деятель. ТР ЧНКА Ӗçтăвкомӗн ертӳçин çумӗ.

Ирина Трифоновăна çӗнӗ тивӗçпе саламласа ӗçре пысăк çитӗнӳсем тума ăнăçу сунатпăр.

ТР ЧНКА Канашĕ, «Сувар» хаçат.

Добавить комментарий

Комментарии

  1. Сорокин Николай Михайлович:

    Поздравляю Ирину! Если это не игра в прятки, слишком уж затуманенно. Если да, то достойная кандидатура. А пожелания — при встрече.
    Николай Сорокин.

bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch