Перейти к содержимому
РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

Основное меню
  • Портал
  • Главная
  • Об организации
    • Руководство
    • Структура
    • Документы
    • Контакты
  • Новости
  • Медиа
    • Видео
    • Фото
  • Гостевая
  • Главная
  • Новости
  • Иван Яковлев ентешĕсем конгресс ĕç-хĕлĕпе паллашрĕç

Иван Яковлев ентешĕсем конгресс ĕç-хĕлĕпе паллашрĕç

admin 11.05.2017

(11 мая 2017) ЧНК çурчĕ умĕнче хаклă хăнасене конгресăн Президенчĕн пĕрремĕш çумĕ Валерий Клементьев, Вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕн ертÿçи Геронтий Никифоровпа унăн çумĕ Юлия Анисимова, «Чăваш хĕрарăмĕ» комитет ертÿçи Нина Петрова, «Чăваш ялĕ» комитет председателĕ Эдуард Бахмисов, ЧР культура министерствин тĕп специалисчĕ Эдуард Краснов хапăл туса кĕтсе илчĕç. Иван Яковлевăн ентешĕсем конгресс çурчĕпе паллашрĕç. «Çавра сĕтелре» питĕ кăсăклă калаçу пулчĕ. ЧНК хастарĕсем юлашки вăхăтра чăвашлăха аталантарас тĕлĕшпе тунă ĕç-хĕлпе паллаштарчĕç, Теччĕ районĕнчи шкулсен пурнăçĕпе кăсăкланчĕç.

Делегаци ертÿçи, Кăнна-Кушки шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Анатолий Байдеряков, тата Теччĕ районĕнчи шкул директорĕсемпе вĕрентекенсем чăваш чĕлхине ăса хывас ĕçри çитменлĕхсемпе тата çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕç. Пурте тенĕ пекех ачасене чăвашла калаçтарас, вĕрентес ĕçре ашшĕ-амăшĕн тÿпи пысăккине палăртрĕç.

Малалла Тутарсанран килнĕ шкул вĕрентекенĕсем Чăваш тĕррин музейĕнче пулса курчĕç, унти экспонатсемпе кăсăкланса паллашрĕç. Пурне те авалхи пирĕн асаттесемпе асаннесен туприн эрешĕсен вăрттăнлăхĕ илĕртрĕ, тата та ун çинчен нумайрах пĕлес килчĕ вĕсен.

971

Шупашкар кÿлемĕ çывăхĕнче вырнаçнă Çеçпĕл Мишши музейĕнче пулса курсан Теччĕсем тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕç. Музей директорĕ Антонина Андреева кăвар чĕреллĕ поэтăмăр çинчен халиччен пĕлмен тĕлĕнмелле фактсем каласа пачĕ. Вĕрентекенсем хăйсем те ачасенчен кая мар «çăвар карса» итлерĕç. Çеçпĕл Мишши пурăнăçĕ Теччĕпе тачă çыхăнни тата та кăсăклантарчĕ чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсене.

Кÿршĕ республикăри шкул ĕçченĕсем Муркаш районĕнчи Калайкассинчи шкула çитсе килме кăмăл турĕç. Шкул директорĕ Татьяна Ершова тата вĕрентекенсем хăнасене вашават кĕтсе илчĕç. Шкулти тавра пĕлÿ тата Афган вăрçинче пуç хунисене асăнса уçнă музейсемпе паллаштарчĕç. Кăнна Кушкипе Калайкасси шкулĕсен пуçлăхĕсем Людмила Сачковăпа Татьяна Ершова пĕрле туслăн ĕçлеме, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма калаçса татăлчĕç.

Çула тухас умĕн вара ЧНК «Чăваш ялĕ» комитет председателĕ Эдуард Бахмисов хăнасене «Чемен карти» комплекспа паллаштарчĕ. Кунта хĕрÿ ĕç пырать. Чăваш Енри тавра пĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕн ертÿçи Сергей Сорокин туризм комплексне хăпартать иккен. Вĕрентекенсемшĕн чăвашлăхшăн тăрăшакан хăш-пĕр хастарсем еплерех сумлă ĕçсем туни тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕ. Каç пуласпа кăна ЧНК президиумĕн пайташĕсем кÿршĕ республикăран килнĕ йăхташсемпе — Иван Яковлев ентешĕсемпе ăшшăн сывпуллашрĕç.

 

(Сăнÿкерчĕксене çак каçăпа пăхма май пур: https://ok.ru/chvashnats/ topic/66972489419536 )

ЧНК пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева.

Продолжить чтение

Назад: Чувашская национально-культурная автономия поздравила труженика тыла Виктора Егорова.
Далее: В Бавлинском районе состоялся конкурс «Чувашская красавица»

Республиканская газета на чувашском языке «Сувар»

 

Гостиница «Акспай»

 

 

 


bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch
 ДЛЯ СЛАБОВИДЯЩИХ
© РОО «Ассамблея народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-99 E-mail: an-tatarstan@yandex.ru
ГБУ «Дом Дружбы народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-90 E-mail: mk.ddn@tatar.ru
420107, г. Казань, ул. Павлюхина, д. 57