Перейти к содержимому
РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

Основное меню
  • Портал
  • Главная
  • Об организации
    • Руководство
    • Структура
    • Документы
    • Контакты
  • Новости
  • Медиа
    • Видео
    • Фото
  • Гостевая
  • Главная
  • Новости
  • Июлӗн 22-мӗшӗнче Çарăмсан чăвашӗсем Акатуя чĕнеççĕ

Июлӗн 22-мӗшӗнче Çарăмсан чăвашӗсем Акатуя чĕнеççĕ

admin 21.07.2017

(21 июля 2017) Кăçал район администрацийӗн пуçарăвӗпе район центрӗнче пӗрремӗш хут чăваш Акатуйӗ иртет. Июлӗн 22-мӗшӗнче ирхине 10.00 сехетре Çарăмсанри Акатуй лапамӗнче районти «Çăлкуç» тата «Пилеш» ансамбльсем, профессионаллă артистсем фольклор композицине кăтартӗç.

Унтан Акатуй хăнисене Çарăмсан районӗн ертӳçисем тата килнӗ хăнасем саламлӗç. Çавăн пекех çак вăхăтра мала тухнă ял хуçалăх ӗçченӗсене наградăлас церемони те иртӗ. Маларах ут ăмăртăвне хутшăннисене те çавăнтах чыслӗç.

Акатуй программинче спорт вăййисемпе кулăшла ăмăртусем пулаççӗ. Унсăр пуçне концерт программи те анлă. Çарăмсан районӗнчи фольклор ушкăнӗсем пултарулăхне кăтартнисӗр пуçне кӳршӗ районсенчи сцена ăстисем те килеççӗ. Кашни чăваш ялӗ хăйӗн лаптăкӗнче халăх культурипе паллаштарӗ. Унсăр пуçне районти музей, мемориал центрӗ, искусствăсен шкулӗ куравсем йӗркелеççӗ.

12.00 сехетре тӗп сцена çине Чăваш халăх артисчӗ, Тутарстан Республикин тава тивӗçлӗ артисчӗ, Ульяновск облаçӗн культура тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Вячеслав Христофоров тата «Янра юрă» ушкăн тухӗç. Вӗсен концерчӗ икӗ сехете тăсăлӗ. Çарăмсан Акатуйӗн хăйевӗрлӗхӗ – халăх промыслисен мастер-класӗсем. Кунта куравсемсӗр пуçне чăваш тумӗ çӗлеме, хушпу тума, тумтир тӗрлеме вӗрентӗç. Арлама маннă хӗрарăмсене те çак алă ӗçне аса илтерӗç.

14.30 сехетре Акатуя пӗтӗмлетсе çӗнтерӳçӗсене парнесем парӗç.

Сувар.

Продолжить чтение

Назад: Яковлеву второму!
Далее: Министр культуры Чувашии Константин Яковлев принял участие в установке камня возле Дома Дружбы народов Чувашии в честь начала ремонтных работ

Республиканская газета на чувашском языке «Сувар»

 

Гостиница «Акспай»

 

 

 


bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch
 ДЛЯ СЛАБОВИДЯЩИХ
© РОО «Ассамблея народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-99 E-mail: an-tatarstan@yandex.ru
ГБУ «Дом Дружбы народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-90 E-mail: mk.ddn@tatar.ru
420107, г. Казань, ул. Павлюхина, д. 57