Перейти к содержимому
РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

Основное меню
  • Портал
  • Главная
  • Об организации
    • Руководство
    • Структура
    • Документы
    • Контакты
  • Новости
  • Медиа
    • Видео
    • Фото
  • Гостевая
  • Главная
  • Новости
  • Хисеплӗ ентешсем!

Хисеплӗ ентешсем!

admin 30.12.2016

(30 декабря 2016) Часах алăкран 2017 çул шаккаса кӗрет. Иртнӗ çулталăк нумайăшӗшӗн тӗрӗслев тапхăрӗ пулчӗ пулин те, эпир ниме пăхмасăр Çӗнӗ çул çывхарнине чунтан савăнса, шанчăкпа тата çутă ӗмӗтсемпе кӗтсе илетпӗр. Пиртен кашниех ăнланать пулӗ, тулăх пурнăç хăйпе-хăй пулмасть, вăл хӗрӳ ӗç, пултарулăх, палăртнине яланах пурнăçланин пӗтӗмлетӗвӗ. Çак çитӗнӳсенчен эпир пурăнакан республикăн, Тăван çӗршывăн кун-çулӗ йӗркеленет. Пӗрле тăрăшсан çеç эпир хăватлă пулма, лару-тăрăва лайăхлатма, хамăр тӗллевсене пурнăçа кӗртме пултаратпăр.
Обществăлла ӗçре те çавăн пекех. Халăхсен туслăхне тӗпе хурса хамăр тăван культурăна аталантарасчӗ. Çакăн валли пирӗн пысăк опыт, вăй-хăват тата пӗрлешӳ пур. Халăх йăли тăрăх, малашне те аслисене хисеплесе, çамрăксене тӗрев парса пырасса шанатăп. 2017 çулта пурне те ăнăçлă ӗçлеме сунатăп.
Яланхилле Çӗнӗ çула начаррине манса аванни çинчен шухăшласа кӗтсе илер. Ку самантра юлташ-тăвансем юнашар пулни, вӗсен тӗревӗ кирек камшăн та пӗлтерӗшлӗ. Çак уяв чăннипех те çемье праçникӗ. Кӗреке хушшинче унăн ăшшине туйса, савăк кăмăл-туйăмпа лармалла пултăр.
Çӗнӗ çулпа саламласа республикăри тата ун тулашӗнче пурăнакан мӗнпур чăваша çирӗп сывлăх, иксӗлми вăй-хал, вăрăм кун-çул сунатăп.

ТР ЧНКА канашӗн председателӗ,
ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ
Дмитрий САМАРЕНКИН.

Продолжить чтение

Назад: Биатлонистка из Чувашии Татьяна Акимова в составе сборной России выступит на январских этапах Кубка мира.
Далее: 90-летний ветеран встретила гостей чувашской песней

Республиканская газета на чувашском языке «Сувар»

 

Гостиница «Акспай»

 

 

 


bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch
 ДЛЯ СЛАБОВИДЯЩИХ
© РОО «Ассамблея народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-99 E-mail: an-tatarstan@yandex.ru
ГБУ «Дом Дружбы народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-90 E-mail: mk.ddn@tatar.ru
420107, г. Казань, ул. Павлюхина, д. 57