Перейти к содержимому
РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

Основное меню
  • Портал
  • Главная
  • Об организации
    • Руководство
    • Структура
    • Документы
    • Контакты
  • Новости
  • Медиа
    • Видео
    • Фото
  • Гостевая
  • Главная
  • Новости
  • Хусанта паллă ăсчахсен вилтăприйӗсене куçарма шутланă

Хусанта паллă ăсчахсен вилтăприйӗсене куçарма шутланă

admin 25.09.2017

(25 сентября 2017) Хусанти Федераллă университетра аслă шкулăн тахçанах вилнӗ ăсчахӗсене уйрăм некрополте çӗнӗрен пытарасси пирки калаçу пырать. Кун пирки Пӗтӗм Раççейри истори палăкӗсемпе культурăна упрассипе обществăн Тутарстанри уйрăмӗн ларăвӗнче «Казанские некрополи» обществăлла юхăмăн кураторӗ Любовь Агеева пӗлтернӗ.

 

Ларура Ар масарӗн историлле вилтăприсен каталогне тăвасси тата культура еткерӗн объекчӗсем пулса тăракан вилтăприсен списокне ӳстересси пирки сăмах пынă.

 

Хусан хулин генеральнăй планӗн тӗп архитекторӗ Сергей Санчин сӗннипе Любовь Агеева Тутарстанри мӗнпур аслă шкула вилнӗ паллă сотрудниксем çинчен çырса пӗлтерме ыйтса çыру янă. Аслă вӗрентӳ заведенийӗсен ректорӗсем хавхалансах пулăшма шантарнă. КФУ ректорӗ ăсчахсене пурне те пӗр çӗре пытарма сӗннӗ, химиксем вара Арбузов палăкне чаплăраххипе улăштарасшăн.

 

Анчах çак мероприятие хирӗççисем те тупăннă, çавсен хушшинче ТР Президенчӗн пулăшуçи Олеся Балтусова, архитектор-реставратор тата патшалăх эксперчӗ Фарида Забирова, паллă таврапӗлӳçӗ Анатолий Елдашев, «Том Сойер Фест» юхăм активисчӗсем, кивӗ тӗнпе пурăнакансем те хирӗç.

 

Еткер объекчӗсем шутне кӗрекен вилтăприсем «Казанские некрополи» юхăм шутланă тăрăх, пурӗ 38, ăна РСФСР Министрсен Канашӗ 1968 çултах йышăннă пулнă. Унтанпа ку ыйтăва пачах тӗкӗнмен. Сăмахран, Марджанин вилтăприйӗ те еткер объекчӗ шутланмасть.

 

Тӗрӗссипе, ман шутпа та, тахçанах вилнӗ çынсен вилтăприйӗсене тытмалла мар. Вӗсен хăйсем хыççăн хăварнă ӗçӗсене çамрăксем патне çитересси пирки ытларах шутламалла пулӗ ку чухне. Паллă ученăсем çӗршывăн наука, культура, искусство аталанăвӗшӗн питӗ нумай ӗç тунă. Вӗсем пирки астăвăма çак енчен упрасчӗ, пирӗн. Тӗн енчен пăхсан, вӗсен чунӗсене пăлхатни кирлӗ-ши? Ку чухне чуншăн кӗлӗ туни кирлӗрех, шăмми-шакки ăçта выртни мар.

Сувар.

Ирина Трифонова.

 

 

Продолжить чтение

Назад: ЧНК Аслă Пухăвĕ умĕн. Сумлă ватăсем канашларĕç
Далее: В чем козырь чувашского бизнеса и как связаны удача и поросенок? Об этом и не только в новом номере журнала «Наш Дом — Татарстан»

Республиканская газета на чувашском языке «Сувар»

 

Гостиница «Акспай»

 

 

 


bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch
 ДЛЯ СЛАБОВИДЯЩИХ
© РОО «Ассамблея народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-99 E-mail: an-tatarstan@yandex.ru
ГБУ «Дом Дружбы народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-90 E-mail: mk.ddn@tatar.ru
420107, г. Казань, ул. Павлюхина, д. 57