Перейти к содержимому
РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

Основное меню
  • Портал
  • Главная
  • Об организации
    • Руководство
    • Структура
    • Документы
    • Контакты
  • Новости
  • Медиа
    • Видео
    • Фото
  • Гостевая
  • Главная
  • Новости
  • Хусанти Туслăх Çуртӗнче кӗнеке çурчӗ уçăлчĕ

Хусанти Туслăх Çуртӗнче кӗнеке çурчӗ уçăлчĕ

admin 28.09.2020

(28 сентября 2020) Сентябрĕн 25-мĕшĕнче Хусанти Туслăх Çуртӗнче букроссинг уçăлчӗ. (ФОТО)

Мӗн-ха вăл букроссинг? Çынсем хăйсем вуланă кӗнекисене, сăмахран, паркри сак çинче, мертрора, поездра е урăх çӗре тепӗр çынна вулама хăварни. Букроссинга урăхла каласан, кӗнеке çаврăмӗ теме пулать. Туслăх Çурчӗ букроссинг валли йывăçран тунă хитре çурт туса лартнă. Унта учреждение килнӗ хуть те кам та вуланă кӗнекене хăварма пултарать. Çурт авторӗ Кайпăç районӗнчи Рустам Галиуллин. Вăл йывăçран тӗрлӗ хитре япаласем касса кăларать.

 Ку манăн пӗрремӗш теремок темелле. Туслăх Çуртне кун йышши кӗнеке çурчӗ питӗ килӗшрӗ. Йывăçа алла илсен унран мӗн пулассине малтан нихăçан та пӗлместӗп. Идейăсем ӗçленӗ хушăра çуралаççӗ. Енчен те ăсталанакан япала кăмăла каймасан унпа малалла ӗçлеместӗп. Ку çурт  та хăйпе хăй ӳкерӗнсе пычӗ, кайран хам та тӗлӗнтӗм мӗн пулса тухнинчен, – тет маçтăр.

Кӗнеке çуртне уçнă çӗре Туслăх Çурчӗн директорӗ  Ирек Шарипов, Тутарстан халăхсен Ассамблейин Ӗçтăвком ертӳçи Константин Яковлев, наципе культура автономийӗсен председателӗсем, тӗрлӗ халăх çыравçисем хутшăнчӗç.

Букроссинг уçас шухăш тахçанах пурччӗ пирӗн. Анчах ăна еплерех йӗркелесси паллă марччӗ. Рустам  Галиуллин пире хăй шухăшне пӗлтерсен тӳрех килӗшрӗмӗр. Туслăх Çуртӗнче кӗнеке çурчӗ вырнаçни питӗ тӗрӗс. Кашни хăйӗншӗн питӗ хаклă кӗнекене кунта килсе хума, ыттисемпе пайлама пултарать. Эпӗ те хамшăн хаклă кӗнекене килсе хуратăп-ха. Рустам Галиуллин килӗшсен пирӗн кун пек кӗнеке çурчӗсене республикăри районсенчи Туслăх Çурчӗсенче вырнаçтарасшăн, – терӗ Ирек Ильдусович.

Мероприятие чăваш çыравçисемпе таврапӗлӳçисем те хутшăнчӗç. Çавсен хушшинче Николай Сорокин, Альберт Миронов, Анатолий Шихранов пулчӗç. Сăмах май, çак кунхине Туслăх Çуртӗнче «Городище» кӗнекен хăтлавӗ иртрӗ. Унта питӗ йышлă çын хутшăнчӗ, çавсен хушшинче авторсен çывăх тусӗсем, хусансем, ТР Наука академийӗн представителӗсем, паллă историк Фаяз Хузин тата Хулаçырми ял представителӗсем пулчӗç. Кӗнеке авторӗсем Анатолий Шихрановпа Иршад Гафаров та букроссинг валли хăйсен  кӗнекине хăварчӗç.

Фото: Дом Дружбы народов Татарстана

Ирина Трифонова,
Сувар хаçат сайтенчен.
Информационный центр ЧНКА в РТ.

Продолжить чтение

Назад: Вăрçă ветеранӗсене халалланă кӗнекен хăтлавӗ пулать
Далее: В Чувашии назначен новый Министр культуры

Республиканская газета на чувашском языке «Сувар»

 

Гостиница «Акспай»

 

 

 


bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch
 ДЛЯ СЛАБОВИДЯЩИХ
© РОО «Ассамблея народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-99 E-mail: an-tatarstan@yandex.ru
ГБУ «Дом Дружбы народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-90 E-mail: mk.ddn@tatar.ru
420107, г. Казань, ул. Павлюхина, д. 57