Перейти к содержимому
РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

РОО «Чувашская национально-культурная автономия в Республике Татарстан»

Основное меню
  • Портал
  • Главная
  • Об организации
    • Руководство
    • Структура
    • Документы
    • Контакты
  • Новости
  • Медиа
    • Видео
    • Фото
  • Гостевая
  • Главная
  • Новости
  • Конгресăн çĕнĕ кĕнеки пирки канашларĕç

Конгресăн çĕнĕ кĕнеки пирки канашларĕç

admin 18.05.2017

(18 мая 2017) Чăваш наци конгресĕн 25 çулне халалласа кĕнеке кăларас ĕç малалла пырать. Çу уйăхĕн 16-мĕшĕнче ЧНК президенчĕ Николай Угаслов, унăн çумĕсем Валерий Клементьев, Петр Ивантаев, Алексей Леонтьев тата редакци коллегийĕ канашлăва пухăнчĕç. Алексей Петрович Леонтьев пухăннисене ĕç мĕнле пынипе паллаштарчĕ, кĕнеке валли пуçтарнă документсем çинчен кĕскен каласа пачĕ. Материал нумай пулнипе Николай Федорович Угаслов кĕнекене икĕ пайлă тума сĕнчĕ. Иккĕмĕшне йăлтах регионсенчи чăваш наципе культура автономийĕсен ĕçĕ-хĕлне халаллама ыйтрĕ. Искусствăсен докторĕ, редколлеги пайташĕ тата нумай кĕнеке авторĕ Алексей Александрович Трофимов хăй пулас кĕнекене мĕнлерех курнине пĕлтерчĕ. «Техника ыйтавĕсене татса панă хыççăн кĕнекен сăн-сăпачĕ, мĕнлерех документсем, статьясем вырнаçтарасси пирки пĕр шухăш патне çитмелле»,- пĕлтерчĕ ЧНК президенчĕ Николай Угаслов.

ЧНК пресс-служби.

Продолжить чтение

Назад: Поздравляем!
Далее: ПУЛТАРУЛЛИСЕМПЕ ТАВÇĂРУЛЛИСЕН ПĔРЕМĔШ ХУТ ТĔНЧЕ ОЛИМПИАДИ ИРТРĔ

Республиканская газета на чувашском языке «Сувар»

 

Гостиница «Акспай»

 

 

 


bn-of-rt bn-uslugi bn-ufms bn-anrussia bn-prch
 ДЛЯ СЛАБОВИДЯЩИХ
© РОО «Ассамблея народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-99 E-mail: an-tatarstan@yandex.ru
ГБУ «Дом Дружбы народов Татарстана» Тел.: 8 (843) 237-97-90 E-mail: mk.ddn@tatar.ru
420107, г. Казань, ул. Павлюхина, д. 57